7 класс Ыйтусем Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр



жүктеу 78.55 Kb.
Дата16.05.2019
өлшемі78.55 Kb.

Чăваш чĕлхипе литератури

Олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ



7 класс

Ыйтусем
Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Ешĕл вăрман тăрать. (2)Мĕн тери хитре! (3)Чĕлтĕрти чечексем куçа илĕртеççĕ.

(4)Вăрмана çĕр синчи симĕс пуянлăх теççĕ. (5)Ку вăл чăнах та çапла. (6)Вăрман хаклă йышши йывăçсемпе пуян. (7)Пирĕн çак пуянлăха хÿтĕлесе хăвармалла.

(8)Мĕн тĕрлĕ йывăç ÿсмест вăрманта! (9)Юманĕ те çăки, вĕрени те хурăнĕ, çĕмĕрчĕ те пилешĕ. (10) Пилеш çулçисем пачах курăнмаççĕ. (11) Пысăк сапакисем кăна илемлĕн усăнса тăраççĕ. (12) Лăпкă çил пит-куçа ачашлать, кăтра хурăнăн симĕс туратне хуллен вылятать.



Ĕçсем

1. 1-мĕш предложение тĕрĕс çырăр.

2. Текстран йывăç ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр.

3. 4-12-мĕш предложенисенче тĕл пулакан йывăç пайĕн ячĕсене тĕп формăра çырса илĕр, вырăсла куçарăр. Вулă тата папка сăмахсене вырăсла куçарăр.

4. 2-мĕш предложенири паллă ячĕн синонимĕсене (5-рен кая мар) тупăр.

5. Текстра вăрмана симĕс пуянлăх тенĕ. Симĕс ылтăн тесе мĕне калаççĕ-ши? Çав сăмаха вырăсла куçарăр.

6. 6-мĕш предложенири паллă ячĕсен антонимĕсене тупăр. Сăмахĕсене те, вĕсен антонимĕсене те вырăсла куçарăр.

7. 7-мĕш предложение сăмахсем çине ударени лартса çырса илĕр.

8. «Ÿссен эсĕ кам пулатăн?» темăпа диалог (10 предложенирен кая мар) çырăр.

9. Чăваш киноне пуçарса яраканĕ кам? Ятне, ашшĕ ятне, хушаматне туллин çырăр.

10. Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула мĕне е кама халалланӑ? Çав сăмахпа синквейн çырăр.

Чăваш чĕлхипе литератури

Олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

8 класс

Ыйтусем


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Каллех ылтăн кĕркунне çитрĕ. (2)Ял çумĕнчи вăрман çине пăхăр-ха. (3)Йывăçсем мĕн тери шукăль тумланнă. (4)Çăка çулçисем сап-сарă та тап-таса. (5)Вĕсем çинче пĕр хуранчăк та çук. (6)Турата тĕкĕнсенех çав çулçăсем çĕре çăмăллăн вĕçсе анаççĕ. (7)Чуна ăшăтса тăракан кăвак тĕс вĕсенче. (8)Ăвăс çулçисем вара кĕрен. (9)Темле питĕ хĕрÿллĕ кăвар тăнă пекех курăнаççĕ. Юман çулçисем халĕ те сип-симĕсех-ха. (10)Вĕсем кĕр сулхăнне туймаççĕ те пулас.

(11)Хăмла пахчи те кĕркунне чуна çĕклентерет. (12)Мĕн тери хаваслăх, савăнăç унта! (13)Хăмлисем йышлăн ярăмланса тăраççĕ. (14)Хăш-пĕр тĕлте çулçи те курăнмасть. (15)Хăмла çав тери ăнса пулнă.

Ĕçсем

1. Текста вырăсла ят парăр. Поздняя осень чăвашла мĕнле пулать?

2. Бабье лето тенине чăвашла мĕнле-мĕнле калаççĕ?

3. Текстран ÿсен-тăран ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр. Йывăçа пĕлтермен ÿсен-тăрана чăвашсем куçăмлă пĕлтерĕшпе мĕнле калаççĕ?

4. Текстран тĕсе пĕлтерекен паллă ячĕсене тĕп формăна лартса çырса илĕр те вĕсене вырăсла куçарăр. Тĕс ятĕнчен пулнă япала ятне тупăр та вырăсла куçарăр.

5. 3-мĕш предложенири паллă ятне вырăсла куçарăр, синонимĕсене (5-рен кая мар) тупăр.

6. Сарă каччă сăмах майлашăвне вырăсла куçарăр.

7. 11-мĕш предложение сăмахсем çине ударени лартса çырса илĕр.

8. «Ÿссен эсĕ кам пулатăн?» темăпа диалог (10 предложенирен кая мар) çырăр.

9. Чăвашла кинокартинăсем ÿкерес ĕçе кам (ятне, ашшĕ ятне, хушаматне туллин çырăр) тата хăçан пуçласа янă?

10. Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула мĕне е кама халалланӑ? Çав сăмахпа синквейн çырăр.
Чăваш чĕлхипе литератури

Олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ



9 класс

Ыйтусем


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Пирӗн тӑрӑхри вӑрмансенче юманран ҫирӗпрех тата хитререх йывӑҫ ҫук та пулӗ. (2)Ахальтен мар халапсемпе юмахсенче юман сӑнарӗ час-часах тӗл пулать.

(3)Авал пирӗн тӑрӑхра юман йышлӑ ÿснӗ. (4)Юманлӑх тенӗ ҫак вырӑнсене. (5)Юманӑн вулли те, тураттисем те калама ҫук ҫирӗп, ҫавӑнпа унран авалах тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. (6)Юман хӑми карап тума кайнӑ. (7)Азов походне хатӗрленсе Петӗр патша Воронежран аякра мар карап тӑвакан предприяти йӗркеленӗ. (8)Чӑваш юманне те карап тума нумай турттарнӑ.

(9) Юман ытларах юхан шыв хӗрринче ÿсме юратать. (10)Ҫыран катӑлса пынипе шыва ÿкнӗ юман вун-вун, ҫӗр-ҫӗр ҫул выртса хуралса ларать, ҫавӑн пек юманран сӗтел-пукан тунӑ.

(11)Юман нумай ҫул ÿсет. (12)Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр юман пин ҫул таран пурӑнать. (13)Вӑрманта юман ҫÿллӗ ÿсет, ирӗкре вара симӗс хытӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ турачӗсене ытларах сарать. (14)Ҫуркунне юман ытти йывӑҫенчен каярах папка кӑларать, кӗркунне каярах ҫулҫине тӑкать. (15)Выҫлӑх ҫулсенче юман йӗкелне типӗтсе авӑртнӑ, ҫӑнӑх тунӑ. (16)Йӗкеле хир сыснисем кӑмӑллаҫҫӗ, пакша та хыпса пӑхать.

(17) Ҫӗр ҫинче 450 тӗрлӗ юман ÿсет, пирӗн ҫӗр-шывра 20 тӗрли тӗл пулать. (18)1939-1940 ҫулсенчи шартлама сивӗ юмансене чылай пӗтернӗ.



Ĕçсем

1. Текстра тĕл пулакан йывăç пайĕн ячĕсене тĕп формăра çырса илĕр, вырăсла куçарăр.

2. 1-10 предложенисенче танлаштару форминчи паллă ячĕсене тупăр, вырăсла куçарăр. 13-мĕш предложенире паллă ячĕсене тупăр та танлаштару форминче çырăр, вырăсла куçарăр.

3. 17-18 предложенисене хисеп ячĕсене сăмахпа палăртса çырса илĕр.

4. Текстран тĕс ятĕнчен пулнă глагола тупăр, ăна пуçламăш формăра çырăр, вырăсла куçарăр.

5. Чăваш халăх сăмахлăхĕнче юман мĕнле пĕлтерĕшлĕ? Юрă йĕркисемпе çирĕплетĕр.

6. Юман пăхăнакан компонентпа 5 ят сăмах майлашăвĕ çырăр, вырăсла куçарăр.

7. «Ĕç» темăпа 5 ваттисен сăмахĕ çырăр.

8. «Манăн пулас професси» темăпа диалог (10 предложенирен кая мар) çырăр.

9. Чăвашла кинокартинăсем ÿкерес ĕçе кам (ятне, ашшĕ ятне, хушаматне туллин çырăр) тата хăçан пуçласа янă? Вăл ÿкернĕ 3 илемлĕ кинокартина ятне çырăр.

10. Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула мĕне е кама халалланӑ? Çав сăмахпа синквейн çырăр.

Чăваш чĕлхипе литератури

Олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ

10 класс

Ыйтусем


Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Симӗс ҫӑкана ачаранах юрататӑп. (2)Чылайӑшӗ ӑна килти пахчана илемшӗн, чечекленнӗ чух шӑрши пахишӗн, пыл хурчӗсем ытларах пыл пухчӑр тесе лартаҫҫӗ.

(3)Ҫӑка 15-25 метра, хӑшӗ-пӗри 40 метр ҫÿллӗшне ҫити ÿсет. (4)Пӗр ҫупкӑмра 3-5 вӑрӑ вырнаҫать. (5)Европӑра сарӑлнӑ ҫӑкасем (Кавказ, Инҫет Хӗвел тухӑҫ, Амур ҫӑкисем пулаҫҫӗ) 500-1000 ҫул пурӑнаҫҫӗ. (7)Пурӗ ҫӗр ҫинче 50 тӗрлӗ ҫӑка сарăлнă.

(8)Ҫӑка чечеке ларнă вăхăтра тавралӑха пыл шӑрши сарӑлать. (9)Сарлака тураттисем ҫинчи ҫулҫисем ҫӗр питне хӗвелрен самаях хуплаҫçӗ пулсан та ҫӑка айӗнче тӗрлӗ курӑк йӑл илет, хурт-кӑпшанкӑ кӗшӗлтетет. (10)Уйрӑмах уяр йышлӑ.

(11)Алӑ ӗҫӗ тума пӗлекенсем ҫемҫе те ҫӑмӑл, тути тухман йывӑҫран кашӑк-чашӑк, чӗрес-витре ӑсталанӑ. (12) Ватӑ ҫӑка хуппинчен кӑшкар, такмак, пурак-кунтӑк тунӑ.

(13)Ҫӑка чӑнахах ҫын кӑмӑлне хаваслӑх кÿрет. (14)Ҫӑка пылӗ те авалтанах чи пахи шутланнӑ. (15)Йӗрлӗ-йӗрлӗ ҫулҫи ҫемҫе, илемлӗ. (16)Ҫӑкана халӗ хула урамӗсемпе паркӗсенче йышлӑ лартаҫҫӗ. (17)Ҫулла йывӑҫсен сип-симӗс ҫулҫисем шавлӑ хула урамне илем кÿреҫҫӗ, ҫынсене савӑнтараҫҫӗ.



Ĕçсем

1. 1-10 предложенисенче йывăç пайĕн ячĕсене тупăр, вĕсене пуçламăш формăра çырăр, вырăсла куçарăр.

2. Текстра вăйлă формăри (в превосходной степени) паллă ячĕсене тупăр, вырăсла куçарăр. Унтан текстри кирек мĕнле 3 паллă ятне илĕр те вăйлă формăра çырăр, вырăсла куçарăр.

3. 3-мĕшпе 5-мĕш предложенисене хисеп ячĕсене сăмахпа палăртса çырса илĕр.

4. Текстран хурт-кăпшанкă ячĕсене çырса илĕр, вырăсла куçарăр. Тепĕр 3 хурт-кăпшанкă ятне çырса вĕсене вырăсла куçарăр.

5. Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула мĕне е кама халалланӑ? Çав сăмахпа синквейн çырăр.

6. Что такое силлабо-тоническое стихосложение? Назовите размеры силлабо-тоники.

7. Эпиграфом к какому произведению является поговорка «Коль собрался сидень в путь, жди пургу иль непогоду»? Назовите автора и произведение.

8. Чей это литературный портрет? Назовите героя, автора и название произведения.

«В нем будто жили два человека. Один – бедный, жалкий и больной, немногословный, говоривший с людьми униженно, глядевший на них застенчиво и спокойно, старавшийся поскорее закончить разговор. Второй любил жить ночью, постоянно пребывая в каком-то полусне и мечтая о богатстве…»

9. По данному фрагменту определите автора и название произведения.

«В три часа пополудни пронеслись над западным берегом небольшие дождевые тучи, и вслед за оными по темно-зеленой плоскости вершин древесных образовались ряды белоснежных холмов. Это были новые облака, еще в младенчестве своем. В пять часов ужасная буря ринулась с гор на море, и я еще в первый раз увидел, как ветер со свистом свертывал воду и перебрасывал ее через огромные валы».

10. Установите жанровое соответствие произведений:

1) «Леший» М.Ф. Федорова а) поэма

2) «В деревне» Ф.П. Павлова б) роман

3) «Удивительно!» М.Ф. Акимова в) драма

4) «Тенете» Хв. Уяра г) памфлет

5) «Дед Кельбук» Я.Г. Ухсая д) баллада

Чăваш чĕлхипе литератури

Олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕ

2016-2017 вĕренÿ çулĕ

Вырăс шкулĕ



11 класс

Текста вулăр, хушнă ĕçсене тăвăр.

(1)Вулли шурӑ пулнӑран ҫутӑ та таса курӑнать хурӑнлӑх. (2)Шурӑ е пӑч-пӑч хурарах-хӑмӑртарах тӗс ҫапнӑ хупӑллӑ хурӑнлӑх шурӑ е тӗрӗллӗ катан пир тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсен вӑйӑ картине аса илтерет. (3)Ыттисенчен уйрӑмрах е ҫырма-ҫатрара, пахча тулашӗнче пӗччен ÿсекен хурӑн вара ҫамрӑксен йышӗнчен тӑрса юлнӑ, хуйхӑ пуснӑ хӗр е каччӑ пек туйӑнать.

(4) Хурӑн ҫулҫӑллӑ йывӑҫсен йӑхӗнчен. (5)Ҫулҫи вӗтӗрех те хӑйне евӗр илемлӗ. (6)Йӗкӗрешсе тухакан чечекӗ ҫамрӑк турат ҫинче алкан ҫакӑнса тӑрать.

(7)Кӗркунне хурӑнлӑхра хӑйне евӗр илем: йывӑҫсем ҫӑтӑл-ҫӑтӑл ылтӑн ҫулҫӑпа витӗннӗ. (8)Вӗсем вӑхӑт юхӑмне парӑнса туратран татӑлаҫҫӗ те вӗлтӗртетсе-вӗлтӗртетсе сарӑхма пуҫланӑ курӑк ҫине лӑпкӑн анса выртаҫҫӗ.



Ĕçсем

1. Текстра йывăç пайĕн ячĕсене тупăр, вĕсене пуçламăш формăра çырăр, вырăсла куçарăр.

2. Текстра пĕтĕмлетÿ (собирательное) хисеп ятне тупăр, вырăсла куçарăр.

3. Хурăн пăхăнакан компонентпа 5 ят сăмах майлашăвĕ çырăр, вырăсла куçарăр.

4. Текстран евĕрлев сăмахĕсене тата вĕсенчен пулнă глаголсене çырса илĕр.

5. Чӑваш Республикинче кӑҫалхи ҫула мĕне е кама халалланӑ? Çав сăмахпа синк-вейн çырăр.

6. Что такое реминисценция?

7. Узнайте поэтов по самохарактеристикам.



а) Не качали меня

В золотой колыбели

И, когда я плакал,

Не давали мне меда.

Порой мы и хлеба

Вдоволь не ели…




б) И кто мне сорок с лишним даст,

Когда увидит удивленно,

Что, как пацан, я вновь я вновь вихраст

И резв, как шалый жеребенок.

И не сверкали кровью росы,

Не я как будто на войне

Сломал старухе-смерти косу.


8. Определите размер стихотворения и способ рифмовки.

А как песню начнут за селом

Про любовь, про разлуку и ласку,



Да займется тальянка огнем, –

Ноги сами срываются в пляску. (В. Митта)



9. Установите жанровое соответствие произведений:

1) «Не гнись, орешник!» А. Артемьева а) повесть

2) «Черный хлеб» М. Ильбека б) стихотворение

3) «Молодая рожь» А. Воробьева в) рассказ

4) «Плач девушки на заре» Н. Сидорова г) роман

5) «Красный мак» Ю. Скворцова д) трагедия



10. Чей это литературный портрет? Назовите героя, автора и название произведения.

«Семьдесят с лишним лет он топтал землю. А много ли было за это время таких дней, когда тело не ныло от усталости? По пальцам перечесть можно. То он в поле, то на огороде, то лес рубит за гроши, то возчиком наймется. Ни днем, ни ночью он не знал покоя, не щадил себя в тяжелой работе, был расчетливым, бережливым, не имел привычки тешить измученную душу горьким зельем. Но, несмотря на это, только беды и напасти знали дорогу в его дом, а долгожданный достаток так ни раз и не пожаловал, даже мимоходом не заглянул».
Каталог: UserFiles -> orgs -> GrvId 197
GrvId 197 -> Муниципальная олимпиада по истории
GrvId 197 -> Обобщающий тест по темам духовной культуры
GrvId 197 -> Моя прабабушка Галя родилась 31 марта 1930 г
GrvId 197 -> Ответы и критерии оценивания к заданиям для 11 класса Задания первого типа
GrvId 197 -> Управление образования администрации
GrvId 197 -> Задания Муниципальной олимпиады школьников по географии 2016 г. 11 класс Теоретический раунд Задача 1
GrvId 197 -> Задания Муниципальной олимпиады школьников по географии 2016 г. 10 класс Теоретический раунд Задача 1
GrvId 197 -> Муниципальная олимпиада по истории
GrvId 197 -> Методика оценивания олимпиадных заданий практического (полевого) тура


Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет