Чр елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕ



жүктеу 65.95 Kb.
Дата07.05.2019
өлшемі65.95 Kb.
түріЛитература

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕ


Çеçпĕл Мишши çуралнǎ кунне халалланǎ

«Çеçпĕл Мишши юратǎвĕ»

литература каçĕн сценарийĕ

Хатĕрлекенĕ –

чǎваш чĕлхипе литература

предметне ертсе пыракан

Федорова Елена Сергеевна


2009-2010 вĕренÿ çулĕ

Ĕç хатĕрĕсем:




  1. Уйрǎм хут листисем çине çырса хатĕрленĕ çырусем

( Çеçпĕл Мишшин тата А.Червяковǎн çырǎвĕсем)

2. Поэтǎн тата А.А.Червякова сǎнĕсем

3. Ю.Сементер поэт куçарнǎ Çеçпĕл Мишшин

«Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм» кĕнеки



  1. Сĕтел, сĕтел çинче лампа, çутта хупланǎ пÿлĕм

Тĕллевĕ:



  1. Çеçпĕл Мишшин пурнǎçĕпе, пултарулǎхĕпе тĕплĕнрех, туллинрех паллаштарасси;

  2. Çеçпĕл Мишшин çырǎвĕсемпе паллаштарса поэт çырма ǎста пулнине, унǎн çырǎвĕсем тарǎн шухǎш-туйǎмлǎ пулнине, вĕсенче чĕрене тыткǎнлас туртǎм пуррине туйтарасси;

  3. Çеçпĕл Мишши çырǎвĕсене яка, таса, илемлĕ чĕлхепе çырнине палǎртасси;

  4. Автор çырǎвĕсем урлǎ ачасен таса та ырǎ туйǎмĕсене аталантарасси, поэт пек çынна чун-чĕререн хисеплеме, юратма вĕрентесси;

  5. Ачасен илемлĕ (артист пек) вулас ǎсталǎхне аталанта –

расси;

  1. Ачасене юрату çинчен калаçтарса хǎйсен шухǎшне палǎртма вĕрентсе пырасси.


Юрату туйǎмне палǎртакан савǎк кĕвĕ янǎрать.
I. Ертсе пыракан: Çеçпĕл Мишшин юратǎвне эпир унǎн çырǎвĕсенчен куратпǎр. Ăна туллин пĕрремĕш хут 1989-мĕш çулта Шупашкарта «Ялав библиотекин» 1-2 №№-сенче пичетленсе тухнǎ «Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм» кĕнекере панǎ. Ку çырусене вырǎсларан чǎвашла Юрий Сементер поэт куçарнǎ.
Кĕнекепе паллаштарни
- Кам пулнǎ-ха Çеçпĕл Мишшин çывǎх тусĕ?

Вǎл çын – Анастасия Александровна (Петровна) Червякова, кǎвар чĕреллĕ поэтǎмǎрǎн пĕртен-пĕр юратǎвĕ


Поэт сǎнне, А.А.Червякова сǎнне кǎтартни
А.А.Червякова Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Сартунка ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнǎ, Чĕмпĕрте кукашшĕ килĕнче ÿссе çитĕннĕ. Çавна пулах ǎна ашшĕ ячĕпе мар, кукашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕннĕ: Анастасия Петровна.

1919 çулхи çĕртме уйǎхĕнче А.А.Червякова Чĕмпĕртен Теччĕ хулине темиçе уйǎхлǎха хǎнана пырать, вǎхǎтлǎха унти библиотекǎра ĕçлет. Çавǎнта паллашаççĕ икĕ çамрǎк чун – чǎваш поэчĕпе вырǎс чиперкки.


Савǎк кĕвĕ янǎрать.

Çыру сĕтелĕ. Лампа çунать. Çеçпĕл Мишши çар тумĕпе.

Сĕтел çинче хутсем – çырусем. «Çеçпĕл Мишши» çырǎвĕсене вулать.
Ертсе пыракан: Теччĕ, 1919 çулхи чÿк уйǎхĕ.
«Çеçпĕл Мишши» çырǎвне вулать.
Ертсе пыракан: Теччĕ, 1919 çулхи чÿк уйǎхĕн 24-мĕшĕ.
«Поэт» малалла хǎйĕн çырǎвĕпе паллаштарать.
Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи кǎрлач уйǎхĕн 20-мĕшĕ.
Çырǎвне малалла вулать.
Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи нарǎс уйǎхĕн 20-25-мĕш кунĕсем.
«Поэт» 4-мĕш çырǎвне вулать
Ертсе пыракан: Теччĕ, 1920 çулхи пуш уйǎхĕн 19-мĕшĕ.
«Поэт» тепĕр çырǎвĕпе паллаштарать.
Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи пуш уйǎхĕн 23-мĕшĕ. Наркомнацǎн Чǎваш уйрǎмĕ, издательствǎпа куçару комиссийĕ.
«Автор» çырǎвне вулать.
Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи ака уйǎхĕн 12-мĕшĕ.
Çырǎвне вулани.
Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи ака уйǎхĕн 14-мĕшĕ.
Çырǎвне вулани.
Ертсе пыракан: Шупашкар, 1921 çулхи ака уйǎхĕн 27-мĕшĕ.
Илемлĕ вулав.
Ертсе пыракан: Чулхула, 1921 çулхи çу уйǎхĕн 21-мĕшĕ. (Чулхула, Кĕçĕн Печорски урамĕ, 31-мĕш эвакуаци госпита –

лĕн 3-мĕш уйрǎмĕ).


«Автор» юлашки çырǎвне вулать.
Шухǎша яракан салхуллǎ кĕвĕ янǎрать.
Ертсе пыракан: Анастасия Александровна Çеçпĕл Мишшине тем пек юратнǎ пулин те поэт çырǎвĕсем çине хурав пама пултарайман, мĕншĕн тесен вǎл качча кайнǎ хĕрарǎм пулнǎ. Ăна çамрǎклах ирĕксĕр хǎйĕнчен чылай çул аслǎскере качча панǎ. Мĕнле пулсан та, Анастасия Александровна моральпе хисеп тĕлĕшĕнчен хǎйне йÿле янǎ çын пулман: чиркÿре венчет тǎнǎ саккунлǎ упǎшкине улталама вǎл, Çеçпĕле тем пек юратсан та, хал çитереймен. Мǎшǎрĕпе вǎл нумай пурǎнайман. Мǎшǎрĕ çĕре кĕнĕ хыççǎн çеç вǎл хǎйĕн туйǎмне пытарма пǎрахнǎ, хǎйĕн чǎн-чǎн юратнǎ çыннин адресне шыраса тупса хĕрÿллĕ çырусем çырма тытǎннǎ. Ун чухне вǎл хǎй кая юлнине пĕлме пултарайманскер (пирвайхи çырǎвне çырнǎ тĕле поэт вилнĕренпе 3 уйǎх иртнĕ ) пĕрре чунне уçса çырать, тепре мǎн кǎмǎллǎ йĕркесем шǎрçалать, хǎйĕн шанǎçне пачах çухатмасть.
А.А.Червякова çырǎвĕсене ун евĕр тумланнǎ пĕр хĕр ача вулать.
II. Пĕтĕмлетÿ (учитель сǎмахĕ)

Чǎваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши Теччĕре учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ чухне хǎйĕн юлташĕсемпе пĕрле халǎхран кĕнеке пухса библиотека уçать, унǎн ĕçне йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри пулать. Каярахпа библиотека заведующийĕнче Течче Чĕмпĕр хулинчен темиçе уйǎхлǎха пынǎ вырǎс хĕрарǎмĕ Анастасия Петровна Червякова ĕçлет. Çеçпĕл, пушǎ вǎхǎтне ялан библиотекǎра ирттерекенскер, Анастасия Петровнǎпа çывǎх паллашать, вĕсем пĕр-пĕрне сума суни часах юрату туйǎмне çаврǎнать. Анчах пурнǎç шǎпи пĕрле пулма пÿрмен вĕсене. Анастасия Петровнǎн 1920-мĕш çулхи нарǎс уйǎхĕнче Чĕмпĕре таврǎнма тивет. Çеçпĕле çурла уйǎхĕнче Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Яланах пĕр-пĕрин патне туртǎннǎ, пĕр-пĕриншĕн çуннǎ пулин те, вĕсен урǎх курнǎçма май килмен.

А.А.Червякова Çеçпĕл Мишшине мĕн хǎй çĕре кĕричче –

нех (вǎл 1960-мĕш çулта вилнĕ) асра тытнǎ, савнǎ çыннин 98 çырǎвне упраса усрама пултарнǎ. Çав çырусем паян юрату поэми пек вуланаççĕ, аслǎ поэт сǎнарне туллин курма май параççĕ. Вĕсене поэт таса та илемлĕ, яка чĕлхепе çырнǎ. Унǎн çырǎвĕсем пире Çеçпĕл Мишши çынна таса юратупа юратма пĕлнине, вǎл ырǎ та çепĕç туйǎмлǎ, çынна çав тери хисеплекен çын пулнине туйтараççĕ.

Çапла вара, унǎн еткерлĕхне пахалас ĕçре А.А.Червякова пайти те калама çук пысǎк. Паян эпир ǎна хисеплесе пуç таятпǎр, Çеçпĕлпе пĕрле ǎна та тивĕçлипе чыслатпǎр.
Çĕкленÿллĕ кĕвĕ янǎрать.
III. Калаçу ирттересси
- Мĕн-ши вǎл юрату? Пурах-ши вǎл çĕр çинче?

(Юрату туйǎмĕ - пысǎк туйǎм. Вǎл – пĕр-пĕрне ǎнланса, килĕштерсе пурǎнни; тепĕр çыншǎн пурǎнма пултарни. Паллах, çĕр çинче юрату пурах. Унсǎрǎн пурнǎç та малалла тǎсǎлман пулĕччĕ. Пысǎк та таса юрату тĕслĕхне эпир Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова хушшинче куртǎмǎр.)


- Çеçпĕл Мишшипе Нуся юратура телей тупрĕç-и? Шухǎшǎра тĕслĕхпе çирĕплетĕр.

(Кĕске вǎхǎтлǎха телейлĕ пулчĕç. Анчах та ку юрату Çеçпĕл Мишшишĕн пысǎк та телейлĕ асап пулчĕ. Нуся хǎйĕн çырǎвĕсем çине хуравламан пирки поэт ман çинчен пурте манчĕç тесе пǎшǎрханнǎ. Нуся вара, юратнǎ пулин те, чиркÿпе тĕн йĕрки хушнинчен иртейменскер, хǎйĕн юратǎвĕ пирки Çеçпĕл Мишшине уçǎмлǎн хурав парайман.)


- Анастасия Червякова поэт çырǎвĕсем çине хурав памасǎр тĕрĕс турĕ-и? Шухǎшǎра аргументлǎр.
- Эсир вĕсен вырǎнне пулнǎ пулсан мĕн тунǎ пулǎттǎр?

IV. Пĕтĕмлетÿ


Юрату туйǎмĕ - хǎватлǎ туйǎм. Вǎл пурǎнма, ĕçлеме, çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Юратма пĕлекен телейлĕ.

Юратакан таса, çутǎ ĕмĕтсемпе пурǎнать. Юрату вилĕмсĕр, унсǎр этем телейсĕр. Паллах, çĕр çинче юрату пур. Пысǎк туйǎмпа юратма пĕлекенсем те сахал мар. Хамǎр каланине çирĕплетсе паянхи калаçǎва «Чǎн – чǎн юрату пурах» юрǎпа вĕçлĕпĕр.



Усǎ курнǎ литература


  1. Н.Г.Иванова «Çеçпĕл Мишши пурнǎçĕпе пултарулǎхне вĕрентесси» методика пособийĕ. – ЧР вĕрентÿ ĕçченĕсен ǎсталǎхне ÿстерекен институт, Ш.: 1992.

  2. Çеçпĕл Мишши «Чунǎмçǎм, çунатǎмçǎм». – «Ялав» библиотеки, 1-2 кǎларǎм, Чǎваш изд.- ви, Ш.: 1989.


Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет