Чăваш букварĕ



жүктеу 46.98 Kb.
Дата07.05.2019
өлшемі46.98 Kb.
түріУрок

Чăваш букварĕ. 1 класс

Урок теми: Çулталăк вăхăчĕсем.

Урок тĕллевĕ: 1. Çулталăкăн вăхăчĕсене тата уйăхсен ячĕсене йĕркипе калама хăнăхтарасси, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма вĕрентесси.

2. Ачасен çыру тата вулав техникине аталантарасси.

Урок юхăмĕ.

Учитель: Пирĕн класс алăкĕ çине чакак килсе ларнă. Чаклаттарать те чаклаттарать паçăртанпах. Хăнасем килессине пĕлтернĕ иккен вăл.

Ура çине тăрса, хăнасем енне çаврăнса сывлăх сунар-ха вĕсене пурте пĕрле:

- Ырă кун пултăр!
(Доска çинче урок эпиграфĕ: «Малтан шухăшла, кайран кала!»)
Учитель: Доска çинчи чи çÿлти предложение пурте харăс вулатпăр: «Малтан шухăшла, кайран кала!» Ку вăл пирĕн урок эпиграфĕ. Апла пулсан, шухăшламасăр калаçар мар паянхи урокра.

Доска çинчи ÿкерчĕксене пăхса эсир хăвăрах ăнлантăр пулĕ, ачасем, паян эпир сирĕнпе урокра мĕн çинчен калаçасса. Тĕрĕс. Паянхи урок темиçулталăк вăхăчĕсем.

- Кам калама пултарать çулталăкăн миçе вăхăт?

-(4)
- Тĕрĕс. Мĕнлисем вĕсем?

- (Хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне).

- Халĕ пирĕн мĕнле уйăх?

- (Февраль уйăхĕ)

- Февраль умĕн мĕнле уйăх?

- (Январь уйăхĕ)

- Январь умĕн?

- (Декабрь)

- Тĕрĕс. Декабрь, январь, февраль – хĕллехи уйăхсем.

- Февраль пĕтсен, мĕнле уйăх çитет?

- Тĕрĕс. Март – çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ.

Хĕл вĕçленсех пырать ĕнтĕ. Февраль вăл – хĕлĕн юлашки уйăхĕ. Кун та вăрăмланчĕ, хăвăрах сисетĕр. Кĕçех çуркунне çитет. Çуркунне уйăхĕсене каласа тухар-ха тата:

- Март, апрель, май.

- Çуркунне хыççăн хĕвеллĕ, ăшă çу çитет. Çулла эпир каникулта пулатпăр. Унтан вара каллех шкула кайма вăхăт çитет – кĕркунне пуçланать. Çапла вара, ачасем, çулталăкра пурĕ 4 вăхăт, 12 уйăх.

Малтан вăхăт ячĕсене, кайран уйăх ячĕсене йĕркипе каласа тухар-ха.


Пурте: Çулталăкăн 4 вăхăт: хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне. Çулталăкра 12 уйăх: январь, февраль, март, апрель, май, июнь, июль, август, сентябрь, октябрь, ноябрь, декабрь.

Учитель: Малашне çак уйăхсен ячĕсене чăвашла тĕрĕс калама вĕренĕпĕр (доска çинчи плакатпа усă курса) :

январь – кăрлач июль – утă

февраль – нарăс август - çурла

март – пуш сентябрь - авăн

апрель – ака октябрь – юпа

май – çу ноябрь - чÿк

июнь – çĕртме декабрь – раштав
Учитель: Халĕ пире В.Кузьмина артистка К.Ивановăн «Çулталăк хушши» сăввисемпе паллаштарать. (Пирĕн Букварьсем çинче те пур вĕсем). «Ку хăçан пулать-ши?- тесе ыйтсан, пурте пĕрле харăс хуравне парăпăр. Юрать-и? Тимлĕ пулăр.

(Пластинка итлетпĕр)


Учитель: - Кам çырнă-ха ку сăвăсене?

- (К.Иванов)

- К.Ивановăн тата мĕнле сăввисене вĕренĕччĕ-ха эпир?

- (Çырма юхать кĕрлесе…………)

- Кам-ха вăл К.Иванов?

- (Чăваш поэчĕ, «Нарспи» поэма çыраканĕ)

К.Иванов портретне кăтартатăп(кĕнеке çинчен).

Учитель: Эсир, ачасем, çулталăк вăхăчĕсем çинчен хăвăр мĕнле сăвăсем пĕлетĕр?

Любимов А. (Юр çăвать, ……. – хĕлле)

Скворцов А. (Килчĕ ырă çуркунне ……….)

Трофимова М. (Шăнтать ĕнтĕ кунсерен ……..)


Физкультминутка:

Çил тухса кайрĕ, йывăçсем кашлаççĕ, çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ, çумăр çума пуçларĕ.


Кĕнеке (Букварь) çинчи текстпа паллашасси.

93 стр. 1) Малтан хăйсем тĕллĕн вулаççĕ.

2) Черетпе, саспа.
Ыйтусемпе ĕçлесси:


  1. Çĕнĕ çул хăçан пуçланать? (январĕн 1-мĕшĕнче)

  2. Çулталăкăн юлашки кунне калăр-ха. (декабрĕн 31-мĕшĕ)

  3. Уйăхра миçе кун? (30 е 31, февральте 28 е 29 кун)

  4. Эрнере миçе кун? (7)

Вĕсен ячĕсене калама пултаратăр-и? (Т., ы., ю., к., э., ш., в.)

Халĕ эпĕ сире тупмалли юмах паратăп:

? Пĕр йывăçăн 12 турат. Кашни турачĕ çинче 4 йăва. Кашни йăвара 7 çăмарта. (Çулталăк)

Вырăссен те пур çакăн пек тупмалли юмах («Золотые зёрна»)

Вуласа паратăп.
Физкультминутка:

Пирĕн пата паян урока Анюкпа Ванюк та килнĕ. Паçăртанпах пăхса тăраççĕ вĕсем эсир мĕнле ĕçленине. Анюкпа Ванюк сире валли вăйăсем хатĕрленĕ:

1. «Хуçине туп» вăйă.

Доска çинче ÿкерчĕксем:

(Укерчĕксем айĕнче япаласен тĕрĕс мар ячĕсем. Ачасен ячĕсене тĕрĕс вырнаçтармалла).
2. «Вырăнне туп» вăйă.

(Ачасене уйăх ячĕсене çырнă карточкăсем валеçетĕп, вĕсен вара йĕркипе майлашăнса тăмалла).


3. Çулталăкăн хăш вăхăтĕнче пулса иртеççĕ çак пулăмсем, ĕçсем:

1. Пĕрмай çумăр çăвать, йĕри-тавра пылчăк. (кĕркунне)

2. Сарă, хĕрлĕ çулçăсем çĕр çине вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçсе ÿкеççĕ. (кĕркунне)

3. Тăвайккинчен ярăнма

Пур ача та юратать. (хĕлле)

4. Ачасем шăнкăрч вĕллисем туса йывăçсем çине çакаççĕ. (çуркунне)

5. Кунĕ шăрăх, пăчă. Кĕркурипе Сантăр çырма хĕрне шыва кĕме чупрĕç. (çулла)


Учитель: Ачасем, эсир çулталăкăн хăш вăхăтне кăмăллатăр?

Эсĕ, Андрей? Эсĕ, Надя? Эсĕ, Ксюша?

Эсĕ, Алёша? Мĕншĕн?

Учитель: Эсĕ хăш уйăхра çуралнă, Дима?

Эсĕ хăш уйăхра çуралнă, Марта?


Доска çинчи ваттисен сăмахĕсене пурте пĕрле вулатпăр:

  1. Кĕр пуçтарать, хĕл салатать.

  2. Кĕр тутă пулать.

  3. Çурхи кун çулталăк тăрантарать.

  4. Çуркуннехи ĕç кĕркунне курăнать.

Иккĕмĕш ваттисен сăмахне тетрадьсем çине çырса хуратпăр.
ИТОГ:

Учитель: Çулталăк вăхăчĕсем пирки нумай поэтсемпе писательсем сăвăсемпе калавсем çырнă, композиторсем юрăсем кĕвĕленĕ (Чайковский «Времена года»).

Кĕнекесем кăтартатăп: «Времена года», «От весны до весны», «Народный календарь» тата ыт. те.

Çулталăк вăхăчĕсем çинчен открыткăсен пуххи пур. Тепĕр урокра тĕплĕнрех паллашăпăр вĕсемпе. Книжка-раскладушка.

«4 ĕмĕт» (пластинка çинчен).


ИТОГ:

Паянхи урок килĕшрĕ-и сире? Мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр эпир паян сирĕнпе? Кам пуринчен те маттуртарах пулчĕ паянхи урокра.? Вĕсене çăлтăр парăпăр.



Тавтапуç сире пурне те. Пурте тăтăмăр.
Ачасем ура çине тăрса: «Тавтапуç сире урокшăн!»- теççĕ.







Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет