Çитĕнсе пыракан ăрăва таса чунлă, ăшă чĕреллĕ, сапăр кăмăллă,мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентесси – чăваш тата вырăс шкулĕнче ĕçлекен кашни вĕрентекенĕн тивĕçĕ



жүктеу 296.1 Kb.
Дата07.05.2019
өлшемі296.1 Kb.
түріЛитература


Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Чăваш Республикинчи вĕренÿ институчĕ

Чăваш чĕлхипе литература кафедри
Вăйă – ачасен активлăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри

Çĕмĕрле хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Васильева Надежда Сергеевнăн ĕçĕ


Çĕмĕрле

2008


Содержании


  1. Умĕн калани ………………………………………………….3-4 стр.

  2. I-IV классенче ирттермелли вăйăсем ………………………5-15 стр.

  3. V-IX классенче ирттермелли вăйăсем ……………………...16-21 стр.

  4. Пĕтĕмлетÿ …………………………………………………….22 стр.

  5. Усă курнă литература ………………………………………..23 стр.




  1. Умĕн калани

Чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи статусне пани республикăра пурăнакан пур халăх ачине те чăвашла вĕрентме ыйтать.

Вырăсла калаçакан ачасене чăвашла калаçма вĕрентес ĕç ача сачĕсенчех пуçланать, анчах пуçламăш шкул тивĕçĕ çак ĕçре калама çук пысăк. Пуçламăш классенче ача чăвашла пуплеве ăнланас, чăвашла калаçас, вулас, çырас пирвайхи хăнăхусене туянать. Чăваш чĕлхине вĕреннĕ май пĕчĕк ачан ăс-тăнĕ аталанать, тавра-курăмĕ анлăланать, вăл ытти халăх çыннисене хисеплеме хăнăхса пырать. Çакă вара ачана малалла, вăтам тата аслă классенче, чăваш чĕлхине тухăçлăн вĕренме питĕ кирлĕ.

Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевĕ – ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла калаçма хăнăхтарасси, чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе паллашма пулăшасси. Чăвашла ирĕклĕ калаçас тесен, вĕренекенĕн сăмах йышне çителĕклĕ пĕлмелле, грамматика формисемпе, сăмах майлашăвĕсен тĕсĕсемпе паллашмалла. Чи малтан ачасене çын каланине ăнланма хăнăхтармалла, унтан вулавпа çыру ăслайĕсене аталантарса пымалла.

Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи иккĕмĕш чĕлхе шутланать. Чăвашла вĕренни шкул ачисене чăн-чăн пĕртанлăхпа туслăх туйăмне аталантарма, çынна унăн кăмăлне, чун тасалăхне, хăйне еплерех тыткаланине пăхса хаклама хăнăхтармалла. Вĕреннĕ хушăрах халăх историйĕпе, унăн йăли-йĕркипе, кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, юрри-сăввипе, юмах-халапěпе паллашаççĕ.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем «Чăваш сăмахĕ» урокĕсенче вĕренеççĕ. Урок материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен чĕлхе факчĕсене урокра çăмăл чĕлхепе ăнлантармаллине кашни вĕрентекен аван пĕлет. Анчах та ку вăл сахал-ха. Ачасене чĕлхе материалĕпе интереслентерме пĕлмелле, вĕсен ăс-тăнĕнче чăваш чĕлхине лайăхрах, тĕплĕнрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратмалла, урăхла каласан, ачасен активлăхне ÿстерме вăйăсемпе усă курмалла. Анчах вĕрентекене, паллах, вăл питĕ творчествăллă ĕçлекен пулсан та яланах хăй тĕллĕн çеç уроксем хатĕрлеме, ирттерме питĕ йывăр. Вăйăсем шутласа кăларасси те çăмăл мар. Вĕрентекене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе чĕлхеçĕсемпе методистсем нумай ĕçленĕ. Вĕсен «Грамматика вăййисем», «Ытарлăх» ятлă кĕнекисемпе усă куратпăр.


Вĕрентекенĕн ачасене хăй вĕрентекен предметпа кăсаклантарса яма, вĕсен вĕренес кăмăлне çĕклеме тăрăшмалла, уроксене илĕртÿллĕрех тумалли мелсем шырамалла. Çав мелсенчен пĕри – вăйăсем. Вăйăра ачасем пĕр-пĕринпе кăмăллăн хутшăнаççĕ, хăйсен калаçу чĕлхине аталантараççĕ, вĕренекенсен хастарлăхĕ ÿсет. Вăйăра çĕнтернĕшĕн ачасем чунтан хĕпĕртеççĕ, çĕнтереймесен – пăшăрханаççĕ. Тепринче татах та хастар пулма тăрăшаççĕ. Вăйăсенче вĕренекенсен туйăмĕ, сисĕмĕ питĕ лайăх палăрать. Эпĕ хамăн курс ĕçĕнче хула шкулĕнчи чăваш чĕлхи урокĕсенче ирттерекен вăйăсемпе паллаштарасшăн. Вăйăсем ачасен активлăхне ÿстереççĕ. Ача вăйăсăр ÿсмест. Вăйăра унăн ăс-тăнĕ туптанать, тавракурăмĕ аталанать, сывлăхĕ çирĕпленет, вăл ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхать. Вăйăсем çитменнине çитереççĕ, ытлашшине тасатаççĕ, пĕчĕкрен пысăк, усалтан ырă, ăссăртан ăслă, хавшакран вăйлă пулма пулăшаççĕ.


  1. I-IV классенче ирттермелли вăйăсем

Вăйă – ачасене ÿсме тата пур енлĕ аталанма май паракан чи кирлĕ ĕç. Çавăнпа та ача садĕнчен пуçласах вăйă йĕркипе усă кураççĕ. Вĕсем ачасене çут çанталăкпа, тавралăхпа паллаштараççĕ-и, вĕсен пуплевне, ÿт-пĕвне аталантараççĕ-и, шутлама, ÿкерме, юрлама вĕрентеççĕ-и – пур çĕрте те вăйă кĕрсе каять. «Пуçламăш классенче ачасен пуплевне аталантарас тĕллевшĕн вăйă, юрă-сăвă пархатарлă. Вĕсемпе туллин усă курмалла».1 Урокра вăйă выляни – ачасемшĕн савăнăç. Теттесемпе, маскăсемпе, ÿкерчĕксемпе пĕлсе усă курни вулама-çырма вĕрентес ĕçе çăмăллатать.

Вăйăсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Тĕслĕхрен, шăм-шака хускатмалли: пулă ишет (ачасем аллисемпе ишнĕ пек тăваççĕ), кайăк вĕçет (ачасем вĕçнĕ пек тăваççĕ), шапа сикет (ачасем сикеççĕ) тата ытти те.Çак вăййа япа ячĕ, глагол çинчен вĕрентнĕ чухне усă курни уйрăмах вырăнлă.

Юмахсене вуласа вĕсен сюжечĕллĕ сценкăсем лартни те вĕрентÿпе воспитании ĕçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать. Урокра грамматика вăййисем выляни, кроссвордсем, ребуссем шутлани, юрăсем вĕренни, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсемпе усă курни вара вĕренÿ ĕçне илĕртÿллĕрех тăвать, вĕреннĕ материала хăвăрт çирĕплетме пулăшать.

Вăйă выляса ÿсекен ача çаврăнăçуллă, йăрă, хăюллă та патвар пулать. Вылянă чух ачасем япала ячĕсене, паллисене калаççĕ, тĕрлĕ ĕç тăваççĕ, ун çинчен пĕр-пĕринпе сăмахлаççĕ, аслисенчен ыйтса пĕлеççĕ. Ача ушкăнпа пурăнма выляса вĕренет: ыттисен шухăшне шута илме тăрăшать, килĕшÿллĕ ĕçлеме, пурăнма, кирлĕ пулсан-пăрăнма хăнăхать. Выляв меслечĕсемпе анлă усă курса вĕрентсен ачасем вĕренÿ материалне лайăхрах ăнланаççĕ, ывăнмаççĕ, тимлĕх те темиçе хут ÿсет. Уйрăмах пуçламăш классенче вăйăсемпе анлă усă курмалла. Сасăсене калас ăсталăха малалла аталантарса çирĕплетме эпĕ яланах фонетика вăййисемпе усă куратăп.

«Ă» сасса калама вĕрентнĕ чух вылямалли вăйă

Вĕрентекен ачасене пуканесем валеçсе парать. Хăйĕн аллинчи пуканене лăпкаса илет. Ăна икĕ алăпа тытса çывăрттарнă чухнехи пек пĕр енчен тепĕр еннелле ерипен, асăрханса сулланă евĕр хусканусем тăвать. Хăй çав вăхăтра «Сăпка юррине» лăпкăн юрлать.

«Нянине-папине, папине-нянине

Çывăр, çывăр, лăпкă пул,

Ырă, ăшă тĕлĕк кур.

Ă-ă-ă-ă, ă-ă, ă-ă.



«Ă» сасси калаттарасси

Ачасен «ă»сасса каланă чухне çăвара çурма уçмалла.

Вĕрентекен: Хĕлле. Эпир сирĕнпе тăвайккинчен ярăнтăмăр, урамра чылай вăхăт хушши пултăмăр. Пирĕн пурин те алăсем шăнчĕç. Халĕ эпир сирĕнпе алăсене ăшăтатпăр. Пăхăр-ха, ăна çапла тумалла. (Ачасем ăнланмарĕç пулсан çак сăмахсене вырăсла ăнлантарса памалла). Вĕрентекен хăйĕн аллисене тути патне илсе пырать, çăварне кăшт кăна кăна уçать те ăшă сывлăш кăларать. Ачасене те çавăн пек тума хушать. Сывлăш ерипен тухнă чух «ă» сасă тухать. Ăна ачасем илтмелле каламалла. Çакăн пек 4-5 хут калаттармалла. Ку вăййа урок пуçламăшĕнче, чĕлхе гимнастики тунă тапхăрта ирттерме юрать.
«Ĕ» сасса калама вĕрентесси

Вĕрентекен «ĕ» сасса калаттарнă чухне ÿкерчĕксемпе усă курма пултарать. Ĕне, кĕнеке, тилĕ, сĕт тата ытти ÿкерчĕксене кăтартать. Ачасем вĕрентекен хыççăн каласа пыраççĕ.

«Ĕне выльăх яланах

Ĕçлекене юратать:

Ĕçме-çиме парсанах

Ĕне сĕтне антарать».


«У» сасса калама хăнăхтарасси

Вĕрентекен ÿпле, ÿхĕ, ÿпре ÿкерчĕксемпе усă курать.Унтан калать: «Ачасем, ÿплере ÿпре вĕçет, вăл мĕнле сасă кăларать?»

Ачасем: «У-ÿ-ÿ!»

Доска çине çакăн пек çырса хумалла.







п

л

е













х

ĕ













к

е

р

ч

ĕ

к

Ачасем кирлĕ сас палли çырса хураççĕ те, «ÿ» сасса тĕрĕс калаççĕ. Малтан ача калать, унтан - ретпе, кайран хорпа калаççĕ.



«Ç» сасса калаттарасси

Вěрентекен: «Сирěнпе халě вăрмана каятпăр.Вăрманта питě ăшă, шăп. Кайăксем юрлани илтěнет. Сасартăк çулçăсем хушшинчен çěлен тухать. Вăл мěнле сасă кăларать? «Ç-ç-ç». (Ачасем вěрентекен хыççăн хорпа, ретěн-ретěн калаççě).

Чăваш чĕлхинче кăна тĕл пулакан сасăсене вĕреннĕ хыççăн грамматика вăййисене ытларах ирттерме тытăнатпăр.
«Сыпăксем тăрăх» вăйă

Вĕрентекен ачасене тĕрлĕ сыпăксем валеçсе парать.


кĕ

не

кĕ

пе

вĕ


пер

кĕ

кĕ


ке

лет

кĕ

Вăл сĕннипе вĕренекен пĕрремĕш сыпăка калать, тепĕр ачи сыпăк хушать. Сăмахсене ятарласа уйăрнă ача доска çине çырса е кĕсьесем ăшне лартса пырать. Ун хыççăн пулнă сăмахсене ачасем тĕрĕс вуласа пыраççĕ. Малалла вара çак сăмахсемпе тĕрлĕ ĕç ирттерме пулать: ударенисем ларттарасси, хăш-пĕр сăмахсене вырăсла куçарттарасси, предложенисем тутарасси.


«Сыпăксенчен сăмах» вăйă

Ку вăййа ретсем тупăшса выляççĕ. Кашни ретри е ушкăнри ачасене вĕрентекен пĕр пек сыпăксем валеçсе парать. Çав сыпăксенчен тĕрлĕ сăмахсем тумалла. Ачасем сăмахсене çырса хума пултараççĕ, унтан вуласа параççĕ. Кам маларах тата нумайрах сăмах тупать, çав çĕнтерет. Малтанхи вăхăтра пулмалли сăмахсен ÿкерчĕкĕсене доска çине çакса пама та пулать. Паллах ĕнтĕ, сăмахсенче [ă, ĕ, ÿ] сасăллă сыпăксем ытларах пулмалла.


«Хăш рет çĕнтерет?» вăйă

Вăйă выляма сыпăксен таблици кирлĕ. Ăна вĕрентекен хатĕрлет.



ка

кă


кĕ

ки

ку



ке

кÿ

ма



мă

мĕ

ми



му

ме

мÿ



на

нă

нĕ



ни

ну

не



нÿ

та

тă



тĕ

ти

ту



те

тÿ


Вĕрентекен хыççăн ачасем сыпăксене çÿлтен аялалла вулаççĕ: пĕр ачи пĕр сыпăкне, тепри ­­- иккĕмĕшне т.ыт.те. Умлă-хыçлă, пĕр чарăнмасăр, сыпкăсене сыпăнтарса вулаççĕ ачасем. Хăш ретри ачасем малтан вуласа тухаççĕ, çав рет çĕнтерет. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш ретри ачасем вулани çакăн пек пулса тухать: ка-кă-кĕ-ки-ку-ке-кÿ. Вуланă чухне пĕр- пĕр ача такăнма, тытăнса тăма пултарать. Ун пек чухне вара «сăнчăр» татăлать, çавăнпа ку ретри ачасем вăйăран тухаççĕ.

Грамматика вăййисене эпĕ Л. П. Сергеевăн кĕнекинчен суйласа илетĕп, вырăс шкулĕнчи ачасем валли шухăшласа йĕркелетĕп. 2002- мĕш çулта тухнă И.В.Дегтяревăн «Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентесси» кĕнекере те çÿлте асăннă (ă, ĕ, ÿ) сасăсене калама хăнăхтармалли ĕçсемпе материалсем нумай. Кашни урок валли фонетика ĕçĕсем планланă. Тĕслĕхрен, 3-мĕш урокра çапла хăнăхтару панă: Ĕç, ĕç, ĕç, ĕç çинчен манса ан вĕç. Предложение вĕрентекен вулать, унтан ачасемпе пĕрле, ретĕн-ретĕн, сăнчăрпа тата ыт.те.

Çавăн пекех ку пособире нумай хушма ĕçсем те хатĕрлесе панă: хăвăрт каларăшсем, ваттисен сăмахĕсем.

Хĕрĕх аппа – хĕрĕх çĕвĕç,

Хĕллĕх хĕрĕх кĕрĕк çĕлĕç.
Шăрăхăн шăрши çук,

Шăршăн шăрăхĕ çук.


Усен – тăран ешĕл тум

Усен – тăран симĕс хум

Усен – тăран тек ÿсет,

Çынна усă вăл кÿрет.

Пуплеве аталантарма час-часах тĕрлĕ сăвăсемпе усă куратăп. Урок ăнăçлăхĕ унăн пуçламĕшĕчен нумай килет. Ачасене харăссăн ĕçе явăçтарма, «чăваш чĕлхи тĕнчине» кĕме пире çакăн пек пурте пĕрле каламалли сăвăсем пулăшаççĕ:

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав,

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларар парта хушшине,

Пуçлар чĕлхе урокне.

Çакăн евĕр сăвăлла йĕркесене тăтăшах калаттарни вырăнсăр, çавăнпа та пĕрне лайăх вĕренсе çитсен теприн çине куçмалла. Содержанине вара чылай чух çитес уявсемпе, урокăн пĕтĕмĕшле темипе çыхăнтарма пулать. Пăхмасăр вĕренни ачасен лексикине пуянлатать. Сăвăсем кану саманчĕсем ирттерме те кирлĕ:

Упа ирех утара

Утма çулпа уттарать,

Урлă- пирлĕ пускалать,

Унăн- кунăн пăхкалать.


Васкатать мана сехет:

Шăк- шак, шăк- шак.

Тахçанах кĕтет аçу,

Шăл тасат та питне çу.


Тук- тук- тук

Тук- тук- тук

Шаккать пĕчĕк мăлатук.
«Кам нумайрах пĕлет?» вăйă

«Ç» сасăран пуçланакан сăмахсене шыратпăр, кам нумайрах тупать, çав çĕнтерет. Ачасене кашнинех хавхалантарма çăлтăрсем паратăп.

Пĕр тĕрĕс сăмахшăн – пĕр çăлтăр.


Çăка

Çу

Çын



Çарăк

Çерçи


Çĕлĕк

Çĕр


Çимĕç

Çăкăр



«Мěнле сасă?» вăйă

Вěрентекен уçăмлă, таса сасăпа 3-4 сăмах калать, ачасем тимлě итлеççě. Çав сăмахсенче пуринче те мěнле сасă пур? Тěслěхрен, вěрентекен атă, вăлта, ăман йышши сăмахсем калать. Унтан ыйтать: «Ачасем, çак сăмахсенче кашнинчех мěнле сасă пур-ши?» Ачасем пур сăмахра та «ă» сасă пуррине калаççě. Вěрентекен ачасене çак сăмах ушкăнěсенче мěнле пěр пек сасă пуррине пěлме хушать: 1. Кăçатă, каç, çарăк, çиçěм.

2. Мăлатук, купăста, ăман, шăмă.

3. Хÿре, ÿкерчěк, пÿлěм, кěтÿ.

4. Йытă, йывăç, мăйăр, хăйăр.

5. Кăмака, ăман, çулçă, шăпăр.

Пуçлмăш классенче ачасене ют чĕлхери сасăсене илтме, уйăрма хăнăхтарнă тапхăрта çак ĕç те вырăнлă – сасăсене, сыпăксене, сăмахсене евĕрлеттерни.
Таса та хăвăрт каларăшсем

Ăр – ăр – ăр,

Тăрăр, утăр, чупăр!
Ăп – ăп – ăп,

Эпĕ пăру куратăп.


Ă – ă – ăмăрт кайăк тÿпене

Ă – ă – ăсана вĕçме чĕнет.

Ă – ă – ăмăртаймăп, - тет ăсан, -

Ă – ă – ăçта кайăп ывăнсан.


Çа – çа – çа,

Ачасем çиеç пăрçа.


Çĕ – çĕ – çĕ,

Кайăксем юрлаççĕ!


Çу – çу – çу,

Çумăр çу!


Ук – ÿк – ÿк,

Такăнса ан ÿк!


Кун йышши ĕçе тĕрлĕрен туса ирттерме пулать. Малтан вĕрентекен → класс → рет (1-мĕш рет, 2-мĕш рет 3-мĕш рет) → сăнчăрпа калаççĕ.

«Анюка мěн кирлě?» вăйă

Ку вăййа сăмах варринчи сасăсене уйăрса илме вěрентес тěллевпе ирттереççě.Ăна выляма тěрлě теттесем е ÿкерчěксем кирлě. Унсăр пуçне, Анюк пукане кирлě. Вěрентекен ачасене Анюк пуканене кăтартать те çапла калать: «Ачасем, Анюк хăйне валли магазинта тумтир илесшěн. Эсир ăна пулăшаймăр-ши? Мěн илесшěн Анюк? Вăл илме шутланă тумтир ятěнче «л» сасă пур. Пěлетěр-и эсир ăна? Шухăшлăр-ха. Кам пěлет?»

Ачасем Анюк туянма шутланă тумтир ячěсене калаççě:

– Калуш, алсиш, пальто, çěлěк, чăлха.

Унтан вěсем сěтел çинчен çак япаласене (е ÿкерчěксене) илсе кăтартаççě, çав ятсенче «л» сасă пуррине çирěплетеççě.

«Аттракцион» вăйă

Вăйă йěрки çапла. Ачасем пěрин хыççăн тепри йывăç ячěсене калаççě. Кам юлашкинчен çывăç ятне калать, çав çěнтерет. Çавăн пекех килти выльăх-чěрлěхе, вăрманти чěр чунсене, пахча-çимěçе, çăкăр-тăвара, тумтир ячěсене, ÿт-пÿ пайěсен ячěсене, тěссене, числосене аса илнě чухне те çак вăйăпа усă курма пулать.


«Кам хăвăртрах сăмахсем тăвать?» вăйă

– Ачасем, Анюк сас паллисем илсе килнě. Акă вěсем:

1. к, ă, р, а, ç.

2. р, я, х, ă.

3. н, а, х, у, с.

4. а, р, х, ы.

5. н, а, м, ш, ă, к.

Çак сас паллисене йěркелесе лартса сăмахсем тумалла. Пурě пилěк сăмах. Кам маларах сăмахсем тăвать? Карточкăсене пилěк тěслě картон листинчен хатěрленě (хěрлě, кăвак, сарă, симěс, шурă). Кашни тěспе пěрер сăмах пулать.

Хурав: çарăк, хăяр, сухан, ыхра, кăшман.

– Çак сăмахсем пěр ушкăна кěреççě-и? Вěсене пěтěмлетсе пěр сăмахпа калама пулать-и? (Пахча-çимěç).


«Мěн ытлашши?» вăйă

Ку вăййа çапла вылямалла. Пěр-пěр темăпа сăмахсем панă. Çав сăмахсем хушшинчен пěр темăпа çыхăнман (ытлашши) сăмахсене суйласа илмелле. Тěслěхрен:



кěпе

ěне


тутăр

шăлавар


майка

саппун


çěлěк

алсиш


юбка

купăста


çарăк

кишěр


çěр улми

пукан


хăяр

сухан


кавăн

кăшман


Кунта ěне тата пукан сăмахсем ытлашши. Çак вайăпа тěрлě темăсем вěреннě чухне усă курма пулать.
«Çапла-и, çапла мар-и?» вăйă

Кун пек ваййа 2-мĕш класран пуçласа ирттерме юрать. Çакăн йышши ĕçе кĕртсен ачасем сасăсене те, сăмахсене те аван астуса юлаççĕ. Ачасем çапла, çапла мар теççĕ.

Вĕрентекен калать:



Шыв вĕрет.

Хĕвел çăвать.

Курăк ÿсет.

Чăх ишет.

Çил вĕрет.

Йытă вĕрет.

Кашкăр вулать.

Хĕвел пăхать.

Хăяр симĕс.

Атăçă кĕпе çĕлет.

Упа вĕçет.

Тилĕ ÿкерет.

Ачасем калаççĕ:

Çапла.


Çапла мар.

Çапла.


Çапла мар.

Çапла.


Çапла.
Çапла мар.

Çапла.


Çапла.

Çапла мар.

Çапла мар.

Çапла мар.





«Ку мěнле йывăç çулçи?» вăйă

 

 

 

 

 

 

 

 

хурăн




чăрăш

 

 
















 

 

вěрене




улмуççи

 

 
















 

 

пилеш




чие

 

 
















 

 

юман




çирěк

 

 
















 

 




йывăçсен çулçисем




 

 

 

 

 

 

 

 

Ачасен йывăçсен çулçисене тěрěс хурса тухмалла. Кам маларах тěрěс хурса тухать, çав çěнтерÿçě ятне илет. Çавăн пекех çак вăййа тискер чĕр чунсем, килти выльăхсем, пахча-çимĕç, тĕссем тата ытти темăсене вĕреннĕ чухне те усă курма пулать. Ачасем çак вăйăсене хаваспах выляççĕ,сăмахсене те астуса юлаççĕ.



Ачасен пуплевне аталантарнă чухне перфокартăсем пулăшаççĕ. Перфокартăсемпе ачасем хавхалансах выляççĕ, çавăн пекех вĕсем хăйсем те перфокартăсем тăваççĕ. Тĕслĕхшĕн темиçе перфокарта çырса кăтартатăп.


 

 

 

 

Тискер чĕр чунсем

 







 

 

к

 

шкăр

 

т

 

лĕ

 

у

 

а

 

м

 

лкач

 

ч

 

рĕп

 

ш

 

ши

 

п

 

кша

 

 

 

 



 

 

 

 

Кайăксем

 







 

 

т

 

рна

 

т

 

ри

 

ч

 

кеç

 

ч

 

на

 

ш

 

пчăк

 

ш

 

нкăрч

 

к

 

сăя

 

 

 

 












































 

 

 

 

Ĕç хатĕрĕсем

 







 

 

п

 

ртă

 

с

 

нĕк

 

п

 

чкă

 

м

 

латук

 

п

 

кур

 

к

 

реçе

 

к

 

репле

 

 

 

 



 

 

 

 

Килти выльăх-чĕрлĕх

 







 

 

п

 

тек

 

с

 

рăх

 

т

 

ка

 

ĕ

 

е

 

в

 

кăр

 

с

 

сна

 

к

 

чака

 

 

 

 















































 

 

 

 

Çимĕçсем

 







 

 

х

 

яр

 

к

 

шĕр

 

к

 

шман

 

ç

 

рăк

 

ы

 

ра

 

с

 

хан

 

р

 

дис

 

 

 

 

Çакăн йышши вăйăсем татах та нумай. Ачасен активлăхне ÿстерме эпĕ ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе усă куратăп. Пуçламăш класра вăйăсем ансатрах пулмалла, вăсене пĕрешкел ирттермелле мар, мĕншĕн тесен ачасем часах ывăнса çитеççĕ, çавăнпа та вĕсен интересĕ чакать. Вăйăсем ÿкерчĕклĕ, илемлĕ пулсан вĕсем хавхалансах выляççĕ, сăмахсене кăна мар, предложенисене те çăмăллăнах астуса юлаççĕ.




  1. V-IX классенче ирттермелли вăйăсем

Вăйă-ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли, активлăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри. Вăйăсене ирттермелли меслетсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Ачасене хăйсене шухăшласа тупма ирĕк паратăп. Вĕренекенсем хăйсем тĕрлĕ вăйăсем шухăшласа тупаççĕ, эпир вĕсемпе урокра усă куратпăр. Ачасен шухăшлавĕ ÿссе пынă май вăйă тĕллевĕсем те кăткăсланаççĕ. Пуçламăш классенче вăйă пĕрремĕш вырăнта тăрать пулсан, вăтам классенче кăшт урăхларах. Çапах та вăтам классенче те ачасем хаваспах вăйăсем выляççĕ. Вăйăсене эпĕ ытларах çирĕплетÿ тапхăрĕнче ирттеретĕп. Çĕнĕ тема вĕреннĕ хыççăн ăна çирĕплетме вăйă пулăшать. Çавăн пекех вĕреннине аса илнĕ чухне е пуплев зарядки тунă чухне вăйăсем питĕ пулăшаççĕ. Халĕ эпĕ вăтам классенче усă куракан вăйă тĕсĕсене çырса кăтартатăп.


«Вĕçсе кайнă сас паллисем» вăйă


И Ĕ

Ă

А

Л



Е

У





Й . ЛТĔР

Ç . НА


Т . ВАЙККИ

Ç . ЛĔК


А . СИШ

Ч . РĂШ


Х . Л

П . Р


К . ÇАТĂ

Ç . РÇИ


С . МĔС

Ç . РА





Вĕсене хăйсен вырăнне лартмалла. Çак сăмахсем çулталăкăн хăш вăхăчĕпе çыхăннă? Вĕсемпе усă курса пĕчĕк калав çырмалла.

«Манăн çемье» вăйă

Çемьере кам пуррипе, кам çуккине каласа сиктернĕ сас паллисене лартса çырса тухмалла. Пĕчĕк калав çырмалла е кĕскен хăйсен çемйи çинчен каласа памалла.


ат . е

йă . ăк

кук . май

ку . аçи

аса . те


п . чче



ан . е

а . анне

шă . лăм

ап . а

«Сăмах синонимне туп» вăйă

Вăййа ирттерме класри ачасене икĕ ушкăна уйăрмалла. Пĕр ушкăнĕнчи ачасем пукансем çине ункă пулса лараççĕ, тепĕр ушкăнĕнчисем пукансем хыçне тăраççĕ. Ачасемпе пĕрле вăрентекен те пукан çине ларать. Вăл ачасенчен пĕрне мечĕк ывăтса парать, синоним ретĕнчи пĕр-пĕр сăмах (тĕслĕхрен, илемлĕ) калать. Мечĕк илекен ачан вĕрентекен каланă сăмах синонимне (тĕслерен, хитре) каламалла та мечĕке вĕрентекене каялла ывăтса памалла. Енчен те ача синоним тупса калаймарĕ е йăнăшрĕ пулсан, вăл ура çине тăрать, ун вырăнне хыçалта тăраканни ларать. Сининимсене тата антонимсене вĕреннĕ хыççăн лоттолла выляма пулать.




савăнать

калаçать

ывăнать

шавлать

шикленет

пуçтарăнать

çухатать

юратать

тунсăхлать

туянать

тăрмашать

çăвать

Синонимлă сăмахсене хурса тухмалла (кулать, пуплет, ĕшенет, çухăрать, хатĕрленет, çĕтерет, савать, хуйхăрать, илет, ĕçлет, тасатать).



«Сăмахăн антонимне туп» вăйă

тухать

анать

макăрать

çухатать

тăрать

килет

сивĕтет

салатать

сахалланать

тиркет

варалать

тăхăнать

Антоним сăмахсене хурса тухмалла. Вĕсем çаксем: кĕрет, хăпарать, кулать, тупать, ларать, каять, ăшăнать, пухать, нумайланать, савать, тасатаь, хывать.

Кун пек лоттосене глаголсемпе çеç мар, япала ячěсемпе те, паллă ячĕсемпе те тума пулать. Е пĕтĕм класпа вылямалли вăйăсем. Ачасем парта хушшинче лараççĕ. Вĕрентекен ачасене хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен пĕрне (хура) калать те вĕренекен ятне калать. Лешĕ вара вĕрентекен панă сăмахăн антонимне (шурă) калать, ача ятне асăнать – лешĕ антоним (çÿллĕ) тупса парать. Ответсене ачасен хăвăрт тупмалла. Кам чарăнса тăрать, вăл вăйăран тухса ÿкет. Кам çĕнтерет? Ку вăйăра çакăн пек антонимсемпе усă курма юрать: шултра - вĕтĕ, сарлака – ансăр, лайăх – япăх, ĕçле – кан, сулахай – сылтăм, çывăхра – инçетре, ăшă – сивĕ, çулла – хĕлле, малта – кайра, çых – салт, начар – лайăх, пĕчĕк – пысăк тата ыт. те. Çавăн пекех мечĕкпе выляма пулать.
«Кам нумайрах сăмах тăвать?» вăйă

-Ла (-ле); -лан (-лен); -лат (-лет); -лаш (-леш) аффиксене вĕреннĕ чухне усă курма пулать. Кам нумайрах сăмах тăвать?




тăван

тус

сарă

ĕмĕт

кăвар

хитре

кĕвĕ

ушкăн

ача

хак



-ла (-ле)

-лат (-лет)

-лан (-лен)

-лаш (-леш)





Ваттисен сăмахĕсем.

Чăваш чĕлхи урокĕсенче ваттисен сăмахĕсем ачасене пĕлÿ илме пулăшнисĕр пуçне вĕсен çыхăнуллă пуплевне аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ. Вĕсемпе урокра час-часах усă курни калаçу тата çыру пуплевне аталантарма майсем туса парать: ачасен пуплевне чĕрĕлĕх, сăнарлăх кĕртет, ăна пуянлатать, калас шухăша çирĕплетет.

Ваттисен сăмахĕсем тĕрлĕ йышши грамматика вăййисем ирттермелли паха материал пулса тăраççĕ. Ун пек вăйăсене ваттисен сăмахĕсемпе ятарласа паллашнă чухне те, тĕрлĕ калав-юмахсене тата сăвăсене вуланă чухне те, грамматика материалне вĕреннĕ чухне те ирттерме пулать. Вĕсем ачасен пуплевне аталантарма, вĕреннине çирĕплетме, халăх сăмахлăхĕн тĕсĕсемпе тарăнрах паллашма пулăшаççĕ. Халĕ хăш-пĕр вăйă тĕсĕсене пăхса тухар.
1. Ваттисен сăмахне пĕлетĕр-и?

Вĕрентекен пĕр-пĕр тема калать, вылякансем çав темăпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене шыраса тупаççĕ. Ваййа ачасене ушкăнсене пайласа ирттермелле.

Тĕслĕхрен, «Вĕренÿ» темăна илер:

Вĕренни пысăк пуянлăх.

Вĕренни — çутă, вĕренменни тĕттĕм.

Вĕренни мулран хаклă.

Хут вĕренни хур тумасть.

Хутла пĕлни куçа уçать.

Вĕренмесен çăпата хуçма та пĕлеймĕн.
2. Панă сасăсемпе пуçланакан ваттисен сăмахĕсене туп.

Вĕрентекен виçĕ сасă калать, тĕслĕхрен: [у], [к], [т]. Ачасен çак сасăсемпе пуçлана­кан пĕрер ваттисен сăмахĕ шыраса тупмалла:



[у] : Усал хыпар утпа çÿрет;

[к] : Калама çăмăл— тума йывăр;

[т] : Тĕрĕс сăмах чу л ватать.


3. Шыраса туп.

Ку вăййа выляма вунă ачаран кая мар кирлĕ. Вылякансенчен пĕри, вăййа ертсе пыраканни, пÿлĕмрен тухать. Пÿлĕмре юлнисем вăйă вылямашкăн пĕр-пĕр ваттисен сăмахне суйласа илеççĕ, çав тĕслĕхри кашни сăмах пĕр-пĕр ачана лекет. Ерт­се пыраканăн ачасем калакан уйрăм сăмахсенчен пĕтĕм ваттисен сăмахне «пуçтармалла».


4. Ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр-и?

Ку вăййа тест евĕр йĕркелесен аван, мĕншĕн тесен çавăн пек ĕçлени ачасен тимлĕхне ÿстерме пулăшать.

1. Выльăх-чĕрлĕх алла ...

а) курать; ă) пăхать; б) сăнатъ.



2.Кушака — кулă, шăшие— ...

а) кулă; а) тулă; б) вилĕм.

3. Кахалшăн ... кĕске, ĕçченшĕн ... кĕске.

а) çĕр — кун; а) кун — çĕр; б) çĕр — çĕр.


5. Ваттисен сăмахĕсем (лото).

Ку вăййа ирттермелли хатĕрсем уйрăм комплектсенчен тăраççĕ. Кашни комплектра 3 карттă тата 18 карточка. Вăййа виççĕн выляма пулать. Карттăна 6 клеткăна уйăрмалла, унта ваттисен сăмахĕсем çырмалла.



Вĕренни — çутă,

вĕренменни — тĕттĕм



Кĕнеке

пурне те пĕлет



Ĕç ăсталăха юратать

вĕренÿ

кĕнеке

ĕç

Карточкăсем çинче çав ваттисен сăмахĕсен ушкăн ячĕсем (ĕç, вĕренÿ, Тăван çĕр-шыв, туслăх пирки т.ыт.те). Тĕслĕхрен:

Вăйă йĕрки çапла: вĕрентекен 3 ачана пĕрер карттă парать, сĕтел çине 18 карточка хурать. Ачасен хăйсене панă карттă çинчи ваттисен сăмахĕсене вуламалла та вĕсем хăш ушкăна кĕнине палăртмалла. Кайран ушкăн ячĕсене çырнă карточкăсемпе ваттисен сăмахĕсене хупламалла. Кам маларах — çав çĕнтерет. Ача тĕрĕс тунипе туманнине вĕрентекен тĕрĕслесе пырать. Ку вăййа «Япала ячĕсен пулăвĕ» темăна çирĕплетнĕ чух ирттерме меллĕ. Çак ватти­сен сăмахĕсене илме пулать:

Çĕp nyc пуличчен çĕр тус пултăр. (Туслăх.)

Вырăс çынни— ырă çын. (Юлташлăх.)

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. (Паттăрлăх.)

Ултавпа инçе каяймăн. (Тĕрĕслĕх.) т. ыт. те.
«Мĕнле ваттисен сăмахĕсем пытаннă?» вăйă

Панă сăмахсенчен ваттисен сăмахĕсене йĕркелемелле.


Çиччĕ

Çын

кас.


паллă.

пĕрре

ачаран


виç те

пуласси

Çапла вара, ваттисен сăмахĕсем ­– чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли паха материал. Вĕсемпе ĕçлени ачасене предмета кăсăкланса вĕренме хистет, пуплеве аталантарас ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшать.




  1. Пĕтĕмлетÿ

Ача выляса ÿсет. Вăйă ачана ÿсме, аталанма май парать. Вăйă ачана хаваслă та савăнăçлă тăвать. Вăйăра ачан ăс-тăнĕ, тавракурăмĕ туптанать. Вăл ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхать. Ачасем вăйăпа интересленсе кайса урăх, кирлĕ мар ĕçсем çинчен манаççĕ.

Вулав е çыру ĕçĕсем хыççăн ачасем вăйă выляса канса илеççĕ. Вăйăсем вĕреннĕ материала лайăхрах астуса юлма пулăшаççĕ, калаçу чĕлхине аталантараççĕ.

Кирек мĕнле вăйă ирттерес пулсан та вĕрентекенĕн çакна манмалла мар: вăйă ирттермелли чĕлхе материалĕ интереслĕ пултăр, вăл ачана илĕрттĕр, чĕлхе факчĕсемпе пулăмсене тарăнрах ăнланса илме пулăштăр.



Маларах çырса панă вăйăсемпе урокра усă курсан, ачасем чăваш чěлхине юратсах вĕренĕç. Шанас килет: çине тăрса, творчествăллă ĕçлесен, хула шкулĕсенче урокра çеç мар, тăхтав вăхăтĕнче те чăваш пуплевĕ вăй илĕ.


  1. Усă курнă литература




  1. Андреев И. А. Чăваш сăмахĕ. 5 кл. Шупашкар, 1995.

  2. Антонова З. С., Портнова З.Н. Пĕрле выляр-ха. Шупашкар, 1992.

  3. Васильев Н. В. Ытарлăх. Шупашкар, 1992.

  4. Воронцов Г. И. Ача-пăча вăййисем. Шупашкар, 1992.

  5. Молоствова В. Вăйă – ачасен савăнăçĕ.//Халăх шкулĕ. № 4, Шупашкар, 2004.

  6. Сергеев Л. П., Ефимов В. Е. Грамматика вăййисем. Шупашкар, 1991.

  7. Чăваш чĕлхи программи. Вырăс шкулĕнчи V-IX классем валли. Шупашкар, 1996.

  8. Чăваш чĕлхи. Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн вĕренÿ планĕпе ĕçлекен I-IV классен программи. Шупашкар, 1994.




1 Андреев И.А. Чăваш чĕлхи // Вырăс шкулĕсенчи пуçламăш, I-IV классен программи. 1998. 8 с.



Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет