Кам çут çанталăка лайăхрах пĕлет



жүктеу 42.77 Kb.
Дата07.05.2019
өлшемі42.77 Kb.
түріСценарий

Кам çут çанталăка лайăхрах пĕлет?

(Вăйă сценарийĕ,4-мĕш класс)
Тĕллевĕсем: ачасене тăван тавралăх илемне туйма, сăнама, танлаштарма, юратма, упрама вĕрентесси, çут çанталăк çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине курма хăнăхтарасси; пĕлес килнине вăйлатасси.
Доска çинче ÿкерчĕк: вăрман, симĕс çаран, тĕрлĕ чечексем, лĕпĕшсем.
Учитель. Çут çанталăк пĕлтерĕшĕ çынсемшĕн пысăк: вăл пирĕн сывлăха упрать. Тĕслĕхрен, уçă сывлăшра вăйăсем выляни, шăрăх çанталăкра шывра пулă пек шăмпăлтатни, хĕллехи вăрманта йĕлтĕрпе ярăнса çÿрени сывлăха питĕ çирĕплетет. Çут çанталăка юратни, уншăн тăрăшни çынна ырă кăмăллăрах тăвать, яланах савăнăç кÿрет. Кашни кун мĕн те пулин çĕннине, тĕлĕнмеллине куракан çын кăна интереслĕ пурнăçпа пурăнать. Çут çанталăк пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать, малалла пурăнма вăй-хăват парать.

Паян эпир сирĕнпе «Кам çут çанталăка лайăхрах пĕлет? вăйă выльăпăр.


Вăйă йĕрки. Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Кашни ушкăн ят суйласа илет. Учитель ыйтăва вулать, вăл хăш ушкăн валли пулнине калать. Ушкăн хуравлаймасан ыттисем хуравлама пултараççĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн команда çăлтăр илет. Хăш ушкăн нумайрах çăлтăр пухать, çавă çĕнтерет.

Учитель.Чи малтанах эпир икĕ ушкăна уйрăлăпăр. Арçын ачасем хăйсем пĕр ушкăн, хĕр ачасем тепĕр ушкăн. Малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарĕç.


Арçын ачасем. Эпир çирĕп юмансем,

Тавçăруллă ачасем!


Хĕр ачасем. Эпир çеçпĕл чечексем,

Пултаруллă ачасем!


Учитель. Çапла вара, «Юман» ушкăнпа «Çеçпĕл» ушкăн пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ. Вĕсем чăн-чăнах тавçăруллă та пултаруллă ачасем пулнине çак вăйăра пĕлĕпĕр.
Усен-тăрансем.

  1. Йывăçсен тăрринчи çулçăсем кĕркунне мĕншĕн чи кайран ÿкеççĕ?

(Вĕсем ыттисенчен çамрăкрах.)

  1. Шăрпăка мĕнле йывăçран тăваççĕ? (Ăвăсран.)

  2. Йывăçсен çулçисем çуркунне мĕншĕн алла çыпăçаççĕ? Çыпăçакан шĕвек

(вещество) вĕсене сивĕрен сыхлать.)

  1. Хĕвел çаврăнăш пуçĕ ăçталла çаврăнать? (Хĕвеле май.)

  2. Пирĕн вăрмансенчи мĕнле йывăçа çурçĕр винограчĕ теççĕ? (Хĕрлĕ

пилеше.)

  1. Мĕнле тырă пĕрчи виçĕ кĕтеслĕ пулать? (Хура тул пĕрчи.)


Вăрман аптеки.

  1. Мĕнле ÿсен-тăранăн çулçи ÿт-тире пĕçертсе ярсан, такăнса ыраттарсан,

хурт сăхсан пулăшать? (Шăнăр курăкĕ – подорожник.)

  1. Мĕншĕн хурлăхана, çĕр çырлине, шăлан çырлине нумайрах çимелле?

(Вĕсенче С витамин нумай.)

  1. Шăнса чирлесен ÿслĕкрен мĕнле ÿсен-тăран пулăшать? (Палан, хăмла

çырли, çăка çеçки, ама хупаххи.)

  1. Мĕнле ÿсен-тăран ыйхă килмесен пулăшать?( Кушак ути – валериана.)

  2. Мĕнле ÿсен-тăран çырлине 600 грамм çинипех этем организмĕ хĕл

каçмалăх витаминсемпе пуянланать? (Шур çырли – клюква.)

  1. Мĕнле ÿсен-тăрана çурçĕр лимонĕ теççĕ? (Шур çырли, йĕплĕ хурлăхан –

крыжовник.)
Шыв.

  1. Таса мар чашăк-тирĕк, кĕпе-тумтир шывра çусан мĕншĕн тасалать?

(Шыв - ирĕлтерекен шĕвек.)

  1. Мĕншĕн тинĕссемпе юхан шывсем тулса кайса тип çĕре хупласа

хумаççĕ? (Çут çанталăкра шыв çаврăнăшĕ пулса иртет, шыв пăсланать.)

  1. Чейникĕн хуппи çине мĕншĕн шăтăк тăваççĕ? (Пăс тухать.)

  2. Пĕлĕтпе тĕтре мĕн тĕлĕшĕнчен пĕр пек? (Вĕсем вĕтĕ шыв

тумламĕсенчен тăраççĕ.)

  1. Çут çанталăкра шыв миçе тĕрлĕ пулать? (Виçĕ тĕрлĕ: шĕвĕ, хытă, газ

евĕрлĕ.)

  1. Тинĕсри шыв ĕçме юрăхлă-и? (Çук, вăл тăварлă.)


Чĕр чунсем.

  1. Мĕншĕн халăхра кашкăра ури тăрантарать теççĕ? (Хăш-пĕр чĕрчунсем

пек вăл хăйĕн тупăшне сыхласа лармасть – хăваласа тытать. )

  1. Мĕншĕн кушаксем ытти чĕр чунсенчен тирпейлĕрех, тасарах? (Вĕсем

хăйсен тупăшне вăрттăн сыхласа лараççĕ, хăйсенчен шăршă ан кĕтĕр тесе малтан питĕ таса çăвăнаççĕ.)

  1. Чĕр чунсемпе кайăксем хĕлле мĕншĕн çын çурчĕ çывăхнерех пулма

тăрăшаççĕ? (Апат тупса çиме çăмăлтарах.)

  1. Мĕнле чĕр чун хĕлле çывăрать? (Упа, чĕрĕп, пурăш.)

  2. Çĕр айĕнче çул хывакан чĕр чун мĕн ятлă? (Каюра – крот.)

  3. Мĕнле чĕр чунăн çурисем хĕлле çуралаççĕ? (Упан.)

Сывлăш.


  1. Пĕлĕтсем мĕншĕн шăваççĕ? (Сывлăш юхăмне пула.)

  2. Чÿречесене хĕле хирĕç мĕншĕн икĕ хут лартаççĕ? (Ăшă тытма: рамăсем

хушшинчи сывлăш ăшша хăй витĕр сахал ярать.)

  1. Шартлама сивĕре кайăксем мĕншĕн юр айне пытанаççĕ? (Ăшăнма: юр

айĕнче сывлăш пур, вăл ăшша тытса тăрать.)

  1. Мĕншĕн поездри вагонра çÿлти çÿлĕк çинче çывăрма аялтинчен ăшăрах?

(Ăшă сывлăш çăмăл пирки çÿле хăпарать.)

  1. Ăçти халăх хăйсен çуртне юртан тăвать? Мĕншĕн вĕсенче ахаль

çуртринчен ăшăрах пулать?(Çурçĕр халăхĕсем. Стенасемпе урайне шалтан тирпе витеççĕ.)

  1. Сывлăша уçăлтармашкăн мĕнпе çил кăларма пулать? (Веерпа,

вентиляторпа.)
Кайăксем.

  1. Хĕл каçма ăшă енне вĕçсе каякан кайăксем унта йăва çавăраççĕ-и? (Çук.)

  2. Мĕнле кайăк шартлама хĕл кунĕнче чĕпĕсем кăларать? (Кукăр сăмса –

клест.)

  1. Йывăçсен тухтăрĕ мĕн ятлă? (Улатакка.)

  2. Мĕнле кайăк хăй çăмартине ют йăвана кайса хурать? (Куккук.)

  3. Çуркунне чи малтан пирĕн тăрăха мĕнле кайăк вĕçсе килет? (Курак.)

  4. «Çурçĕр хăнисем» тесе мĕнле кайăксене калатпăр? (Уйăпсене.)


Çут çанталăка сыхласси.

1. Çуркунне сунара тухма мĕншĕн чараççĕ? (Чĕр чунсем çăвăрлаççĕ.)

2. Юхан шыв хĕрринчи вăрмана мĕншĕн касса пĕтермелле мар? (Юхан шывсем ăшăхланаççĕ, типсе ларма та пултараççĕ.)

3. Вăрманти наркăмăшлă кăмпасем мĕн тума кирлĕ? (Вĕсемпе чĕр чунсем сипленеççĕ.

4. Мĕн вăл «Хĕрлĕ кĕнеке?» (Ку кĕнекене сахалланса юлнă ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене кĕртнĕ. Вĕсене пирĕн упрамалла.)
Вăйă вĕçĕнче çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.
Учитель. Çут çанталăкра ытлашши япала çук, пурте кирлĕ тĕнчере. (Учитель «Пурте кирлĕ тĕнчере» сăвва вулать. Ăна Б.Заходер çырнă, Ю.Сементер куçарнă. А.А.Плешаковăн «Пирĕн тавралăх. 2 класс» кĕнекинчен.)
Пурте пĕрле: Тăван çĕре упра, юрат,

Чысла тăван çĕре,

Вара сан пурăнма юрать

Çак çутă тĕнчере!


Учитель. Хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Этемĕн çĕр çинчи çак тивĕçне пирĕн манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан – хамăра та сăвап пулĕ.

Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет