Литература урокĕсенче ачасене ватă çынсене хисеплеме вĕрентесси Ĕçе пурнăçлаканĕ: Иванова Ирина Витальевна



жүктеу 188.83 Kb.
Дата24.01.2019
өлшемі188.83 Kb.
түріЛитература

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви

Етĕрнери пĕрремĕш гимнази

Литература урокĕсенче

ачасене ватă çынсене хисеплеме вĕрентесси


Ĕçе пурнăçлаканĕ:

Иванова Ирина Витальевна

чăваш чĕлхипе литературине



вĕрентекенĕ

ЕТĚРНЕ-2008

Тупмалли




1.Ум сăмах

2Литература произведенисенчи ватă çынсен сăнарĕсене тишкересси:

  1. Л.Саринен «Кукамай» калавĕнчи Толик кукамăшĕн сăнарĕ.

  2. В.Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»калавĕнчи Энтьук асламăшĕн сăнарĕ

  3. Д.Гордеевăн «Кукăр алăсем» калавĕнчи Микка мучи сăнарĕ

  4. А.Николаевăн «Юра асламăшĕ» калаври Юра асламăшĕн сăнарĕ

  5. Е.Лисинăн «Тепĕр çул та килетпĕр» повеçĕнчи Шура кинемей сăнарĕ

  6. А.Лазаревăн «Урок пуçланчĕ» калавĕнчи Ехрем мучи сăнарĕ

3. Хыç сăмах

4 «.Ватти сывă чух,çамрăка хуйхă çук» пĕтĕмлетÿ урокĕн йĕрки

4.Усă курнă литература

Ум сăмах


Эпĕ хамăн ĕçре ача-пăча литературинчи ватă çынсен сăнарěсене тишкерес ача пурнăçěнчи ватă çынсен вырăнне палăртас тěллев лартрăм. Ку ыйту хальхи пурнăçпа тачă çыхăннă тесе шутлатăп. Николай Васильевич Фёдоров, пирěн Президент,хăйěн Патшалăх Канашне янă çырăвěнче çакан пек палăртнă:

«Воспитани паракан нимěнле институт та хăйěн пахалăхěпе тата вăрах вăхăта пыраслăхěпе çемьепе танлашаймасть! Кунта çын чи малтан пурнăç опычě илет, пěрремěш сăнавсем тăвать тата тěрлě лару-тăрура хăйне тыткалама вěренет… Çамрăк чухне лайăххине уйăрма хăнăхни-мěн ěмěрěпех çыннăн пурнăçне пуянлатать, япăххине хăнăхни- ăна чăрмантарса, ура хурса такăнтарать.Çитěннě çын характерěн уйрăмлăхěсем, унăн кăмăл-туйăмěпе этемлěх енěсем, ытларах чухне, вăл кампа хутшăннинчен, мěнле юмахсем итлесе, мěнле вăйăсем выляса, мěнле кěнекесем вуласа ÿснинчен килет. Мěншěн тесен çаксем пурте ачана çын евěр йěркеленсе çитěнме пулăшаççě!

Çакна кашни ашшě-амăшěнех, кашни педагогăнах шута илмелле. Пурнăç йывăрлăхěсемпе чăрмавěсене тивĕçлĕ çĕнтерес тесен шанма, ĕмĕтленме тата чăтма, каçарма тата юратма вĕрентмелле!»- тенĕ.

Ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçре чи малти вырăнта яланах çемье пулнă та, пулмалла та. Çемьере ачана , çамрăка ырă ăс параканни вара – яланах ватă çын пулнă. «Ватă çын ăсĕ- тăватă çын ăсĕ; ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать; ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук,»- тесе ăс панă. Çав вăхăтрах ватлăха хисеплеме вĕрентнĕ: «Ватта хисепле , хăв та ватă пулăн; ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан,»- тесе вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ хăй ачисене мĕн пĕчĕкрен. Ачисем ашшĕ-амăшĕ ватă çынсене хисепленине, сума сунине, вĕсене итленине курса ÿснĕ. Хăйсем çемье çавăрсан та çак йĕркенех тытса пынă.

Ватă çын- асанне-и вăл, асатте-и, кукамай-и, кукаçи-и,кÿршĕри кинемейпе мучи-и-ачан пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать.Чăваш ачи яланах ватă çын хÿттинче çитĕнет.Унăн çывăх çынни,ăна ăнланаканни,ăс параканни каллех ватă çын.

Пирĕн, учительсен, хамăр уроксенче ачасене ватă çынсене хисеплесе, ăнланса, вĕсем ăс панине итлесе ÿсме вĕрентмелле.Ватă çын- ачасен тусĕ, аслă вĕрентекенĕ, хÿтĕлекенĕ пулнине ăнлантармалла. Кирлĕ пулсан, ватă çынсене хăйсене те хÿтĕлеме, пулăшма вĕрентмелле.

Ачасене тĕрĕс ăс парас тесе чăваш çыравçисем те сахал мар вăй хураççĕ.Вĕсем ачасем валли çырнă произведенийĕсенчи ват çынсен сăнарĕсене юратса калăплаççĕ.

Эпĕ хамăн ĕçре çак ача-пăча хайлавĕсенчи ватă çынсен сăнарĕсене тишкерес терĕм:

1.Людмила Саринен «Кукамай» калавĕнчи Толя кукамăшĕн сăнарне;

2.Валентина Элпин «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавĕнчи Энтьук асламăшĕн сăнарне;

3.Денис Гордеевăн «Кукăр алăсем» калавĕнчи Микка пичче сăнарĕ;

4.Александра Лазаревăн «Урок пуçланчĕ» калавĕнчи Ехрем мучи сăнарне;

5.Антип Николаевăн «Юрик асламăшĕ» калавĕнчи Юрик асламăшĕн сăнарне;

6.Ева Лисинăн «Тепĕр çул та килетпĕр» повеçĕнчи Шура кинемей сăнарне.




Лидия Саринен

«Кукамай» калавĕнчи

Толик кукамăшĕн сăнарĕ
Толик кукамăшĕ - тахçан вăр-вар та йăрă пулнă карчăк, пĕркеленчĕк питлĕ, аллисем хыткан, сасси те вăйсăррăн тухать. Сасси лăпкă, куçĕсем ăшшăн пăхаççĕ.Сав вăхăтрах вĕсенче кулă та, чеелĕх те палăрать. Вăл ырă кăмăллă, тарават; мăнукне чунтан юратать.

Тăван ялĕнче нумай çул хушши пулман Анатолий Михайлович (халь вăл хăй те 40 çултан иртнĕ çемьеллĕ çын), килĕнчен кукамăшĕ ватăлсах çитни çинчен çырнă çырăва илсен канăçне çухатать.Çаплах çырнă çырăвĕнче те: «Вилсе кайиччен килсе кур кукамуна, Толя!» - тенĕ.

Канăçне çухатнă Тольăн куçĕ умĕнче кукамăшĕн сăнарĕ самантлăха та кайма пĕлмест. Толик ачалăх кунĕсене аса илет. Кукамăшĕ умĕнче айăпа кĕнисем пуçран тухмаççĕ унăн: хăйне мăнкунра сăйлама кукамăшĕ аякри пасара кайса çĕтĕкле туяннă шушкăна (ăна çулталăкра пĕрре тутанса курнă-ши) пĕтĕмпех çисе янине те, турăх чĕресне тăкса ярса унта шыв хушнине те, вăрçăра вилнĕ кукашшĕнчен асăнмалăх юлнă пĕртен-пĕр чаплă çĕççе çухатнине те аса илчĕ вăл.Унăн çак самантрах халех-халех аякра пурăнакан кукамăшĕ патне çитсе ÿкесси, ун умне ларса каçару ыйтасси килсе кайрĕ. Эх, чунне уçса калаçĕччĕ вăл халь унпа, ăшĕнче мĕн пуррине йăлтах-йăлтах,ним юлмиччен, кăларса тăкĕччĕ.

Шухăшĕ вĕçĕмсĕр кукамăшĕ çинчен пулчĕ: «Епле-ши кукамай, чирлемест-ши,уткаласа çуреме пултарать-ши хăть?»-шухăшларĕ вăл пăшăрханса. Çавна май сисмесĕр хаш та хаш сывларĕ, çамкине йывăр шухăшсемпе пĕркелентерчĕ. Килтен çырса пĕлтернĕ тăрăх, ватăлса кайнă кукамăшне аппăшĕсемпе йыснăшĕсем халĕ çулленех хăйсем патне хулана хĕл каçма илсе каяççĕ иккен.

Тăван ялне таврăнакан Анатолий Михайлович, килтисене çитсе курма ĕлкĕрĕп-ха тесе, кукамăшĕ патне васкать. Чупнă пек пырса çитет вăл кукамăшĕн пÿрчĕ умне. «Пурăнать-ши вăл, вилсе кайман-ши, килтех-ши?»-сасартăк сехри хăпсах тухнă пек пулать унăн.Çапла шухăшланă май çамки çине сивĕ тар тапса тухать. Кукамăшне чĕрĕ-сывă курнă Анатолий Михайлович чăтса тăраймасăр ăна хирĕç чупса пырса хытă-хытă ыталаса илсе пĕркеленчĕк питĕнчен çине-çине темиçе хут чуптăвать. «Кукамай,-пăшăлтатать вăл куççуль витĕр.-Юратнă кукамай…»

Тольăн кукамăшĕ ватăлсах кайнă иккен: темле пĕркеленсе, лутраланса кайнă пек туйăнать, сасси те вăйсăррăн çеç тухать, картлашкапа аран-аран çеç хăпарать,пĕрре те ĕлĕкхи пек вăр-вар та йăрă карчăк мар. Толя çакна курса чунтан пăшăрханать.

Çапах та кукамăшĕ унчченхиллех тарават пуласшăн: мăнукĕ килессине пĕлсе сăра та тунă, шăрттанне те упранă.

Толя та кукамăшĕ валли тĕрлĕ кучченеçсемпе парнесем илсе килнĕ. Унăн парнисене илнĕ чухне кукамайăн куçĕсем шывланаççĕ: уншăн пулсан парнинчен ытларах мăнукĕ хисеплени хаклă.Толя ăна Çĕпĕре хăй патне пурăнма илсе каясшăн пулнине илтсен чăн чăваш йăлипе хирĕçлет: «Эпĕ ĕнтĕ, ĕмĕре çакăнта, тăван килте, ирттернĕ, вилме те çакăнтах вилмелле пулĕ.(Чăвашсем çăва çинче те хăйсен тăванĕсемпе, ял-йышĕпе пĕрле пулмалла тесе шутлаççĕ). Çуралнă çĕр-шывран ăçта пăрахса тухса кайăп ватлăхра?»

Ачалăх кунĕсенче шкултан таврăннă чух чи малтан кукамăшĕ патне кĕрсе кунĕпе мĕн пулса иртнине, мĕн шухăшланине каласа панă пекех, халĕ те Толя чи малтан чунне кукамăшне уçса парать. Кукамăшĕ Тольăшăн питĕ çывăх çын пулни сисĕнет. Анчах та Тольăн кукамăшĕ умĕнче айăпа кĕнисем те пур иккен. Вăл кая юлнă пулсан та, халĕ кукамăшĕнчен каçару ыйтасшăн: «Кукамай, ача чухне эпĕ сан умăнта нумай айăпа кĕнĕ вĕт. Тепĕр чухне улталанисем те пулнă. Мĕнле-ши, çавăншăн эсĕ мана ку таранччен çилленсе пурăнмастăн-ши? Мĕншĕн-ха эсĕ мана çавăн чух пĕççерккĕ памарăн?»-тет.

-Ача–пăча чухне камăн пулмасть, уншăн мĕн калаçмалли,- аллине сулать кукамăшĕ. -Э-э, ачам, ялан вăрçнипе юрамасть çав вăл пурнăçра. Тепĕр чух вăрçнинчен вăрçманни усăллăрах килет.

Тольăн кукамăшĕ ватăлсах çитнĕ пулсан та унăн куллинче ăшăлăх та, чеелĕх те палăрать.Вăл мăнукĕпе чунтан савăнса кулма та вăй çитерет. Ватă пулсан та чун хавалĕ пĕтмен-ха Тольăн кукамăшĕн. Вăл ырă та уçă кăмăллă çын пулни курăнать. Тольăн ачалăхри айăпĕсем çинчен вăл ун чухнех пĕлсе каçарнă, çав вăхăтрах айăпне туйтармалла систерме те пултарнă.

Валентина Элпи çырнă

«Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калаври

Эньтук асламăшĕн сăнарĕ


Энтьук асламăшĕ - ырă кăмăллă, ачасен кăмăлне туйма пултаракан, ватă пулсан та илемлĕхе курма пултаракан çын. Эньтук - ытти ачасем курман илеме курма пултаракан ача. Колхоз садĕнче ĕçленĕ вăхăтра кăкланă тымарта çулла Шупашкарта зоопаркра курнă Жанна ятлă упăтене курма пултарать. Ачасем çакна курмаççĕ, илемлĕхе туйма пултараймаççĕ, çавăнпа Энтьука ăнланмасăр унран кулма пăхаççĕ. Килне çитсен чи малтан унăн упăте çурине асламăшĕ курать:

-Ара, ку упăте çурине ăçтан тупрăн?-тет тĕлĕннипе.

Савăнать Энтьук. Ватă куç пулин те тÿрех уйăрса илчĕ, юлташĕсем вара чухлаймарĕç. Вăл йăлтах каласа пачĕ асламăшне. Ачасем хăйĕнчен кулнă саманта та пытарма хăвармарĕ.

-Э-э, ачам, ан кулян. Вĕсем кулнине йывăра ан ил. Илеме курма кашнине пÿрмен.

Ачана хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма хавхалантарать асламăшĕ, ачасем ăнланманнипе кулнишĕн хуçăлмалла мар тесе вĕрентет.

Энтьук çырма-çатра тăрăх тымар пуçтарнине курса ачасем (уйрăмах пускилти Çитăр) унран Тымар Энтьукĕ тесе кулма пуçларĕç. Амăшĕн ятне те манчĕç: «Тымар Энтьукĕн амăшĕ,»-теççĕ.

Пĕчĕк Эньтука амăшĕ те ăнланасшăн мар, унăн Тымар Энтьукĕн амăшĕ пулас килмест. Вăл Энтьука хăйĕн юратнă ĕçĕпе аппаланма та чарасшăн.

Юрать Энтьукăн ăна ăнланакан асламăшĕ пур. Йывăр вăхăтра вăл Энтьука хавхалантарать. Энтьукран ачасем кулаççĕ, амăшĕ вăрçать пулсан та ача ĕçлет.Çак ĕçе пăрахма ăна асламăшĕ памасть. Мăнукĕ питĕ талантлă ача пулнине вăл ăнланать.

Лагере кайма тапраннă Энтьукăн чăматанĕнче амăшĕ тымарпа ĕçлемелли ĕç хатĕрĕсене курать, питĕ çилленсе каять:

-Куçăм ан куртăр, тасат чăматанна,- хытарсах калать вăл ывăлне.

Яланхи пекех асламăшĕ мăнукĕ хутне кĕчĕ:

-Вылятăр-иç, ача чухне кăна выляни. Вăйăра вĕсен ырă кăмăл, илемлĕх туйăмĕ аталанать. Каскалатăр. Каскалама пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕрет.

Анчах амăшне ÿкĕте кĕртме йывăр. Асламăшĕ вăрттăн куç хĕсет Энтьука. Çамрăкки те алкумне чăмать. Энтьук çăмăллăн утать. Аллинче чăматан. Хушăран асламăшĕ çине пăхса илет. Йăл кулаççĕ вĕсем иккĕшĕ. Чееленет карчăк. Кинĕ сисиччен мăнукĕн шăкăр-макăрне пĕтĕмпех чăматана хунă

Асламăшне пула кăна Энтьук хăйĕн талантне аталантарма пултарчĕ. Лагерьте йĕркеленĕ выставкăра вăл ăсталанă япаласем пурне те килĕшнĕ. Фотокорреспондент унăн экспоначĕсене ÿкерсе илсе ун çинчен хаçатра мухтаса çырать. Энтьук ăсталанă кĕлеткесене Мускава выставкăна янă, хăйне художниксен шкулне вĕренме илнĕ иккен.

Тинех асламăшĕн ĕмĕчĕ тулать - унччен мăнукĕнчен кулнă ачасем халĕ Энтьука ăмсанаççĕ, мăнукĕ хăйĕн талантне ятарлă шкулта аталантарма пултарать. Тивĕçлипех мухтанать асламăшĕ мăнукĕпе. Кинĕ ачине ăнланни те савăнтарать ватă çынна.

Энтьукăн талантне курма ватă асламăшĕ вăхăтра пулăшать. Вăл хавхалантарса, пулăшса тăман пулсан тĕнче Энтьукăн ĕçĕсемпе паллашайĕччĕ-ши? Энтьук ĕмĕрлĕхех хуçăлса юлма пултаратчĕ, хăйĕн таланчĕнчен вăтанма та пултаратчĕ.

Вăхăтра пулăшать асламăшĕ мăнукне.

Денис Гордеевăн


«Кукăр алăсем» калавĕнчи

Микка мучи сăнарĕ

Микка мучи-ялти хисеплĕ ватă çын. Пурне те пĕлекен çын теççĕ ăна. Ун патне ял халăхĕ ăслă канаш ыйтма çÿрет. Виктăрсен пĕчĕк ачи те алă мĕнле кукăрăлма пултарни çинчен никам патне те мар, Микка пичче патне каять. Микка пичче хăйне тытма пĕлет, çынсене (çав шутрах пĕчĕк ачасене те) хисеплет. Виктăрăн пĕчĕк ачине вăл чи хаклă хăнана кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илет: ашшĕ çинчен ыйтса пĕлет, хăна пул тесе малалла иртме чĕнет, панулми сĕнет, хăйĕнпе тантăш çынпа калаçнă пекех сак çине лартать: «Мĕн ĕçпе килтĕм тетĕн-ха,»- тесе ыйтать. Пĕчĕк ачан татса паман ыйтăвĕ уншăн пушă сăмах мар. Ачана кукăр алăллă çынсем вăрлама юратакан çынсем пулнине питĕ ăнланмалла каласа парать. Тепĕр кунхине амăшĕ ачине панулми вăрланă çĕрте пулнă тесе илсе пырсан та Микка пичче кăшкăрса тăкмасть, ачана айăплама та васкамасть.Вăл кăчак туртса: «Кил, кил кунта, ан хăра. Аллуна çеç тытса пăхатăп. Кукăр пулмасан калле яратăп,-тет.-Ак, ак .Кăшт чикет-ха.Панулми вăрласан çапла чикекенччĕ. Ак кунта кăшт кукăрĕ те пур тата …Амăшĕ, килсе пăх-ха.»

Вăрçасран, хĕнесрен хăранипе мар, намăс пулнипе хÿхлесе йĕрсе ярать ача. Çав вăхăтрах ача хăйĕн айăпне ăнланнине туйса ватă çын ăна лăплантарать:

-Эсĕ вăрă пулнă пулсан аллу йăлтах кукăр пулмаллаччĕ,-тет.

Пĕр-пĕр чаплă тухтăр пек, тĕп-тĕрĕс диагноз лартать. Чир шала каяссинчен хăрамалли çук ĕнтĕ. Ача çак пăтăрмаха ĕмĕрлĕхех ас туса юласса, урăх кун пек йăнăш тумасса шанас килет.

Микка пичче сăнарне автор юратса сăнлать. Вăл унăн ĕçченлĕхне (хăй аллипе пысăк пахча лартса ÿстернĕ, ялан пахчара кăштăртатнипе алли те куштăрханă), сăпайлăхне, ыркăмăллăхне уçса парать.


Александра Лазаревăн

«Урок пуçланчĕ»калавĕнчи

Ехрем мучи сăнарĕ
Ехрем мучи - кăвак сухаллă, начартарах пит-куçлă пĕчĕкрех старик, çÿллĕ çухава пек курăнакан сăран корсет тăхăннă. Хăй мăйне унталла-кунталла пăраймасть те иккен, кирлĕ пулсан пĕтĕм кĕлеткипе пăрăнать, вăрçă инваличĕ. Хулана комиссие килнĕ вăл пĕчченех. Автобус çинче килтен кукамăшĕ патне тухса таракан Олегпа паллашать, хăйне пулăшнăшăн чунтан тав тăвать,ăна пулах Олег хăйĕн автобусĕнчен тăрса юлнине пĕлсен çине тăрсах килне илсе каять.

Ехрем мучи кил-çурчĕ питĕ тирпейлĕ иккен, пÿртĕнче те таса, йĕркеллĕ, пурин пекех электричество, радио. Ехрем мучипе Акрунь кинемей (унăн аппăшĕ) Олега чаплă хăнана пăхнă пекех пăхаççĕ. Çĕрле вĕсем патне ÿсĕр Шамыков пырса кĕрсен Ехрем мучи ăна хÿтерсе кăларса ярать. Усĕр çын: «Эпĕ сире вăрă кулли пуласран асăрхаттарма килтĕм,»-тет. Ехрем мучи Олега хÿтĕлет: «Ман хăна ун йышши мар, шанчăклă!»-тет хаяртараххăн.

Тухса кайма тапраннă Олега тытса чарса Ехрем мучи хăй çумне лартать. Ахальтен мар ача пăлханнине сиссе мучи: «Мĕнех пулма пултарнă санăн? Каласа пар эппин. Тем пулсан та, эпир никама та пĕлтерес çук. Тен, пулăшма та пултарăпăр сана? Пĕлетĕн-и, ăшри вутпа пурăнма йывăр. Ăна сÿнтерме тăрăшмалла. Ăнлантăн-и?»-тесе ыйтать.

Акрунь кинемейшĕн Олег класри хаçата чĕрсе тăкса, çавăншăн килтен тухса кайни ача вăййи пек çеç туйăнать. Ехрем мучи ăна хирĕçлет:

-Сана ку ача-пăча вăййи пек туйăнать. анчах Олегшăн ку вăйă мар. Çапах та ку пăтăрмаха пĕтерме мĕн те пулин тăвас пулать санăн, ачам, -тет. -Эсĕ, Олег, ман шутпа, харăсах икĕ йăнăш тунă. Пĕри - хаçат çурса тăкни, тепри - килтен тухса тарни. Çак йăнăшсене санăн халех тÿрлетмелле, - тесе ăс парать.

Пурнăсра чи йывăр вăхăтра йăнăшсене асăрхаса, вĕсене тÿрлетме тăрăшни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пурнăçра, ачам, кирек камăн та йăнăш туса хума йывăр мар, анчах çыннăн ăна вăхăтра тÿрлетме пĕлмелле. Йăнăшсене çийĕнчех тÿрлетнине нимĕн те çитмест, тусăм,»-ачана çурăмĕнчен лăпкать мучи.

Ачана киле ăсатса янă хыççăн та ун çинчен манмасть Ехрем мучи. Ачана хÿтĕлесе, мухтаса çырнă сăмах питĕ хаклине пĕлсе васкасах шкула çыру çырса ярать. Ку Ехрем мучи çирĕп кăмăллă,ĕçе вĕçне çитерме тăрăшакан, çынна ырă тума васкакан çын пулнине кăтартать. Ехрем мучишĕн Олег ахаль ача мар, мучи уншăн чунтан кулянать, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Хăйĕн пурнăç опычĕнчен пĕлет вăл, Олегăн малашнехи пурнăçĕ унран та нумай килет.

Олегăн малашнехи пурнăçĕ Ехрем мучие тĕл пулман пулсан хăш çулпа чуптарĕччĕ-ши? Темшĕн, Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» повеçри Илюк сăнарĕ аса килет. Илюк Шупашкара тухса тарнă чух Ехрем мучине тĕл пулнă пулсан е килĕнче кукамăшĕ пулнă пулсан, тен, Илюкăн пурнăçĕ пачах урăх йĕрпе, телейлĕреххипе, чуптарнă пулĕччĕ?

Йывăр вăхăтра ăслă канаш пама пултаракан çын пурри пурнăçа нумай çăмăллатма пултарать иккен.

Антип Николаевăн

«Юрик асламăшĕ» калавĕнчи

Юрик асламăшĕн сăнарĕ


Юрик асламăшĕ - пирĕн ума ĕçчен, ырă кăмăллă, таса та уçă чунлă, мăнукĕсене чунтан юратакан ватă хĕрарăм тухса тăрать. Мăнукĕсене питĕ юратать ватă çын : вĕсем тăриччен ирхи апат пĕçерет, мăнукĕсене шкула кайиччен апат çитересшĕн, шкулта çимелĕх те чиксе парса ярасшăн тăрăшать.

Мăнукĕсене шкула ăсатсан та унăн килте ĕç нумай: магазинсене кайса килмелле, кĕпе çумалла, кил-çурт пуçтармалла, апат-çимĕç хатĕрлемелле. Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕсен шкулти пухăвĕсене те çÿреме хушать ăна кинĕ. Анчах та чи хăрушши- тунă ĕçсемшĕн тав сăмахĕ калас вырăнне кăшкăраççĕ, кÿрентереççĕ: Юрăн амăшĕ те, аппăшĕ те Юра та вĕсенчен юлмасть. Пĕр ашшĕ кăна сăмах та чĕнмест. Асламăшĕ мăнукĕн кĕсйине апат чĕркенĕ тĕрке чиксе яма тăнă чухне:

-Ан кансĕрле!-харкашать Юра. Асламăшĕн аллине сирсе ярать, тĕрке çĕре ÿкет. Юра çаврăнса та пăхмасть, алăк умĕнчен васкаса чупса анать. «,,Эх, çак ватсупнăна, пĕрех мана пĕчĕк ача вырăнне хурать,»-шутлать вăл.

Ватă çынна çакна чăтма питĕ йывăр тата чирлекелет те вăл. Анчах та çемьере харкашу хускатас мар-ха тесе чăтать, ним те шарламасть. Шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвне çÿреме пуçласан вăл, Юрăн класс руководителĕпе, Елена Андреевнăпа туслашать. Учительрица Юрик асламăшĕн пурнăçĕ йывăр пулнине, ăна çемьере хисеплеменнине туять. Вăл çак ырă кăмăллă хĕрарăма пулăшас тĕллевпе ун çинчен урок ирттерме шутлать.

Урокра вăл мухтавпа чапа тивĕçлĕ ялти пĕр ĕçчен хĕрарăм çинчен, унăн йывăр та тертлĕ пурнăçĕ çинчен, анчах вăл пуçа усманни, ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе, халĕ мăнукĕсене чунтан юратса пăхни, вĕсенчен чăн-чăн çын çитĕнтерес тесе тăрăшни çинчен каласа парать. Ачасем сăмах кам çинчен пынине тавçăраймаççĕ-ха.

-Вăл çын - Юрик асламăшĕ, - тесен класс шăпланать. Паллах, ялта кашни çемье мĕнле пурăнни вăрттăнлăх мар. Юрăсен килĕнче асламăшне хисеплемнни çинчен те пĕлеççĕ ачасем.Çавăнпа та Юра ниммарланса каять, нимĕн тума та, калама та пĕлеймест. Класри ачасем çине хăйне айăплăн туйса пăхса çаврăнать, мĕншĕн тесен ку таранччен вăл асламăшĕн пурнăçĕпе интересленмен те, ун çине йăлăхтармăш «ватсупнă» çине пăхнă пек кăна пăхнă. Вăл хăйĕн айăпне туйса илет, асламăшне пачах урăх куçпа пăхса хаклать.

Кÿршĕри Марине аппа калашле, вĕсен пĕтĕм çурт-йĕр(çемйи те) асламăшĕ çинче тытăнса тăрать тенине вăл халĕ, çак самантра, питĕ лайăх ăнланса илет. Хăй те, аппăшĕ те, амăшĕ те асламăшĕ çине кăшкăркалани питĕ тĕрĕс мар пулнине пĕтĕм чунтан туять вăл.Ăна çав тери намăс пулнине куратпăр эпир. Çак кунран пуçласа, çук, çак самантран пуçласа, вăл асламăшне кÿрентерме памĕ: амăшне те, аппăшне те. Тен, ашшĕне те асламăшне кÿрентерме ирĕк панăшăн намăслантарĕ вăхăт çитсен?

Çак урок Юрикшăн кăна мар, вĕсен пĕтĕм çемйине питĕ кирлĕ. Мĕнле çаврăнса тухĕччĕ-ши Юрик асламăшĕн шăпи, тен, чирлесех выртма пуçласан, ваттисен çуртне те илсе çитерĕччĕ?! Хальхи вăхăтра ун пек телейсĕр шăпасем те сахал мар.

Ашшĕ-амăшĕ ватă çынсене хисеплеменнине курса ÿснĕ ачасем вăхăт çитсен хăйсен ватăлнă ашшĕ-амăщне çавăн пек хисеплес çукки куçкĕретех. Çавăнпа ĕлĕкхи чăваш çынни хăйĕн ачине мĕн пĕчĕкрен: «Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн; ватта хурлăх тăвакан, хăй хурлăх курать; ватăран кулакан ват хыпнă,»-тесе вĕрентнĕ. Хăйсем те ватта хирĕç сасă хăпартман. Çемьери виçĕ ăру çынни пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пурăнни кăна çемьене çирĕплетет.Çирĕп, ырă йăлаллă çемьере кăна ача ырă ăс пухса çитĕнет.
Ева Лисинăн

«Тепĕр çул та килетпĕр»повеçĕнчи

Шура кинемей сăнарĕ

Шура кинемей - çÿллĕ те тăн-тăн карчăк, ялан пахчара е садра кăштартатаканскер, сасси уçă та çирĕп, кулнă чухне хăмăр йывăçран асса тунă пек пичĕ ачашшăн çуталать, шупкаланма пуçланă утмăл турат чечекĕ пек куçĕсем ăшшăн-ăшшăн пăхаççĕ. Аллисем те сураççĕ, пÿрнисем кукăрăлсах ларнă (пĕтĕм вăрçă нушине тÿснĕ хĕрарăм аллисем мĕнле пулайччăр?).


Шура кинемей питĕ хăюллă: милицирен те, министртан та хăрамасть, кирлех пулсан юратнă «мăнукĕсене» сенĕк йăтса тухса та хÿтĕлеме пултарать.

Шура кинемей ĕмĕрне пĕчченех ирттернĕ ватă хĕрарăм, чи лайăх анне пулма пултарнă, анчах савнă çынни вăрçăра пуç хунă пирки пулайман, каникула кÿрше килнĕ ачасемшĕн чăн-чăн асламăшĕ пулса тăнă ырăран та ырă, хăюллăран та хăюллă, хăйĕн пĕтĕм юратăвне ачасене паракан çын.

Ачасемшĕн те хаклăран та хаклă, тăванран та тăван çын иккен вăл. Çакна ачасем Шура кинемей йывăр чирлесе ÿксен тата вăйлăрах туйса илеççĕ. Анкăпа Иваçăн асламăшĕпе аслашшĕ те çук. Иваç хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут ват çынпа çапла çывăххăн юлташланчĕ. Туп-тулли телейлĕ пулма ăна шăпах çакă çитмен иккен. Асанне-кукамайлă ачасем ытла та телейлĕ-çке! Асламăшĕсем вĕсене шкултан кĕтсе илеççĕ, апат çитереççĕ,ачасем урок хатĕрленĕ чух юнашарах пĕр-пĕр ĕçпе кăштăртатаççĕ. Асанне пулсан, чăн-чăн телейлĕ кил пулатчĕ! Йывăр вăхăтра унран пулăшу ыйтма та пулать. Данилăн пĕрремĕш садне мĕнле паттăррăн хÿтĕлерĕ Шура кинемей! Вăл пулман пулсан Борис Афанасьевича мĕнле чармаллаччĕ Иваçăн?

Анка, Шура кинемее ваттисен çуртне ăсатма хатĕрленнине пĕлсен, васкасах нефть шыракан ашшĕ-амăшĕ патне, Çĕпере, çыру çырса ярать.Мĕн çырать-ха Анка?

«…Тен, ваттисен килĕнче начарах та мар пулĕ. Анчах та, ман шутпа, унта никама кирлĕ мар çынсене çеç кайса яраççĕ. Шура кинеми вара Иваçа та, мана та кирлĕ!!! Вăл сире те кирлĕ! Вăл-пирĕн асанне. Иваç çакна тÿрех ăнкарса илчĕ, эпĕ халь çеç чи лайăх анне пулма пултарнă, ун пек пулаймарĕ пулсан, тĕнчери чи лайăх асанне пултăр, пирĕнпе пĕрле пурăнтăр!

Шура кинемее пĕлместĕр-ха эсир. Тархасшăн ĕненĕр мана: вăл - тĕлĕнмелле çын. Вăл пур чухне яланах лайăх, яланах ырă, пурнăсра нимĕнле хăрушлăх та çук пек туйăнать. мана: «Тĕнчери чи лайăх асаннепе чи лайăх мăнука кăтарт-ха,»-тесен, эп тÿрех Шура кинемипе Иваçа кăтартнă пулăттăм. Вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми калаçаççĕ, темиçе сехет курнăçман пулсан, е Шура кинеми килет, е Иваçĕ ун патне чупать. Халĕ эпĕ чирлĕ Шупа кинемее пĕччен пăрахса хăвараймастăп…»

Иваçпа Анкăн ашшĕ-амăшĕ, ачисем пекех, ырă кăмăллă çынсем иккен. Вĕсем Шура кинемее хăйсем патне, Киева, илсе кайма хатĕр. Вĕсене ачисем Шура кинемее асламăшĕ вырăнне хурса йышăнни хăратса ÿкермест пачах, савăнтарать те. Вĕсем çемьере ватă çын пурри лайăххине пĕлеççĕ. Ахальтен мар Анкăн ашшĕ: «Ваттисемсĕр пурăнма йывăр,»-тет.

Ватлăх кунĕнче те пулин çемье тупни Шура кинемее савăнтарать.Эпир те уншăн чунтанах савăнатпăр-вăл ку телее тивĕçлĕ.

Хыç сăмах
Кашни ватă çыннах телейлĕ ватлăха тивĕçлĕ. Вĕсен ватлăхне канăç кÿрекеннисем-ачисемпе мăнукĕсем. Ачисемпе мăнукĕсем хăйсен ватă ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне, ашшĕ-амăшне хисеплесе, сума суса пурăнасси - кашни çын тивĕçĕ. Ачасен чунне мĕн пĕчĕкрен çакна хывса хăвармалла. Паллах, ку чи малтан çемьери çынсен тивĕçĕ. Пирĕн, педагогсен те, ку ĕçрен пăрăнса юлмалла мар.

«Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн»,-тени халь шухăшласа кăларнă япала мар, ку вăл этемлĕх аталанăвĕн тĕп законĕсенчен пĕри. Ку закона пăхăнманнисем хăйсене валли ватлăхра йывăрлăх шыраççĕ.

Çавăнпа та чăваш чĕлхипе литература урокĕнче, пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем тытса пынă çемье çирĕплĕхне, И.Я.Яковлев калашле, çемье чаракне, тытса пыма вĕрентмелле. Аслă ăрупа кĕçĕн ăру хушшинчи çыхăну татăлмалла мар, мĕншĕн тесен ватă çынсем ачасен пурнăçĕнче питĕ пысăк, кирлĕ вырăн йышăнаççĕ.Чăваш ачи яланах ватă çын хÿттинче çитĕнет, ватă асламăшĕ е кукамăшĕ унăн чи çывăх çынни, ăна ăнланаканни, чылай чухне хÿтĕлекенни те пулать.Çамрăк ашшĕ-амăшĕ хăш-пĕр чухне ачисене ăнланса çитереймеççĕ. Е вĕсен ăна тума вăхăчĕ çук е пурнăç опычĕ те çитеймест. Вĕсене ăс параканни, мăнукĕсене хÿтĕлекенни – каллех ватă çын. Ахальтен каламан вĕт: «Ватă çын-тăватă çын. Ваттипе вĕтти никĕспе çивитти е ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук,» - тесе.

Çакăн çинчен пирĕн, педагогсен, пĕрре те манмалла мар. Чăваш çемйин çирĕплĕхĕшĕн эпир те яваплă. Пирĕн ачасене мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме вĕрентмелле. Çынна çын вырăнне хума пултаракан çын кăна хăйне Çын тесе хаклама пултарать.

Паянхи пăтрануллă пурнăçра пирĕн ачасен çынлăхне упраса хăварасчĕ, чăваш халăхĕ мĕн авалтан ачисене аслисене хисеплеме вĕрентнĕ пекех халĕ те çав йĕркенех тытса пырасчĕ, ăрупа ăру хушшинчи çыхăнăва татăлма парас марччĕ.

Литература урокĕсенче ку проблемăна тишкермелли произведенисем сахалах мар. Хамăн ĕçре вăтам классенче вĕренмелли произведенисенчи ватă çынсен сăнарĕсене тишкерсе тухрăм.

Аслă классенче ку проблемăна хускатнă Н.Терентьевăн «Пушар лаши» трагикомедине, П.Хусанкайăн «Тилли юррисем» сăвă ярăмне, Я.Ухсайăн «Кĕлпук мучи» поэмине, килти вулав урокĕсенче А.Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçне, Б.Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» драмине тишкерме сĕннĕ пулăттăм.

Ватти сывă чух, çамрăка хуйхă çук



Пĕтĕмлетÿ урокĕ


Вĕрентÿ тĕллевĕ: вуланă произведенисенчи сăнарсене тишкерме вĕрентесси



Воспитани тĕллевĕ:

1.Ача пурнăçĕнчи ватă çын пĕлтерĕшне палăртасси.



2.Произведенисенчи ватă çынсем ачасене юратнине, вĕсемшĕн тăрăшнине, кирлĕ пулсан хÿтĕленине, пулăшнине палăртасси.
Урок йĕрки
I.Таблицăна произведенисен авторне тата произведенисенчи ватă çынсен сăнарĕсене çырса тултарăр


Произведени авторĕ

Произведени ячĕ

Произведенири ватă çын

Денис Гордеев

«Кукăр алăсем» калав

Микка мучи

Лидия Сарине

«Кукамай» калав

Толик кукамăшĕ

Антип Николаев

«Юрик асламăшĕ» калав

Юрик асламăшĕ

Валентина Элпи

«Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калав

Энтьук асламăшĕ

Александра Лазарева

«Урок пуçланчĕ» калав

Ехрем мучи



II.Çак сăмахсене кам калать:


Ялан вăрçнипе юрамасть çав вăл, пурнăçра. Тепĕр чух вăрçнинчен вăрçманни усăллăрах килет




Кăшт чикет-ха. Панулми вăрласан çапла чикекенччĕ. Ак кунта кăшт кукăрĕ те пур тата…Амăшĕ, килсе пăх-ха.




Пурнăçра, ачам, кирек камăн та, йăнăш пулма пултарать. Йăнăш туса хума йывăр мар, анчах çыннăн ăна вăхăтра тÿрлетме пĕлмелле.




Вылятăр-иç, ача чухне кăна выляни. Вăйăра вĕсен ырă кăмăл, илемлĕх туйăмĕ аталанать, Каскалатăр. Каскалама пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕрет





III.Таблицăна тултарăр

Ача пурнăçĕнчи ватă çын




Ватă çынна кĕскен сăнласа пани

Ватă çынсем ачасене юратни, вĕсемшĕн тăрăшни

Микка мучи

Толя кукамăшĕ

Юрик асламăшĕ

Энтьук асламăшĕ

Ехрем мучи

Манăн пурнăçри ватă çын


IV.Çак ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр:

Ват çын ăсĕ – (тăват çын ăсĕ).




Ваттин вĕрентес пулать, (çамрăккин итлес пулать).

Ватта хисепле, (хăв та ватă пулăн).

Ваттипе вĕтти – (никĕспе çивитти).

Ватти сывă чух (çамрăка хуйхă çук).

Ватта сума сăвакан (хăй те сумлă пулакан).

Усă курнă литература


1.Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă çыру// «Хыпар»,2004,19.03.-1-2стр.

2Лазарева А.Санăн çитмĕл çичĕ тус.Калавсем.-Ш.,1975.

3. Лисина Е. Тепĕр çул та килетпĕр.Повеçсем.-Ш.,1989.



4.Николаев А. Марине аппа калавĕсем.-Ш.,1980.

5. Тăван литература.6 класс.Учебник-хрестомати.-Ш.,2003

Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет