Моу «Куславккари виççĕмĕш вãтам шкул»



жүктеу 84.4 Kb.
Дата14.03.2019
өлшемі84.4 Kb.

Эпир маттур ачасем

( класс тулашĕнчи мероприяти)

2 класс

В.Г. Чердакова



Воспитани тĕллевӗсем:Чăваш юрри-ташшин илемлĕхне туйма, çемьере чи хаклă çынсене хаклама, учительсене хисеплеме вĕрентесси.

Пӗлӱ тӗллевӗсем: Ку таранччен вӗреннӗ материала аса илесси, пухнă пӗлӗве тӗрлӗ ӗç туса ăша хывасси.

Аталантару тӗллевӗсем: Ачасен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вăйлатасси, пултарулăхне малалла аталантарасси.

Кирлӗ хатӗрсем: Компьютер, проектор, экран, темăпа хатӗрленӗ слайдсем.

Усă курнă литература:

  1. Абрамова Г.В. Чăваш чӗлхи: Учебник чувашского языка для 2 класса русской школы./ Г.В. Абрамова.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во,2007.-175с.:ил.

  2. Абрамова Г.В. Методические указания к учебнику чувашского языка для 2 класса русской школы: книга для учителя./ Г.В. Абрамова.-Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2008.-252с.

  3. Абрамова Г.В. Голанцева Р. А. Программы по чувашскому языку для I-IV классов русской школы./ Г.В. Абрамова.-Чебоксары: Издательство Чувашского республиканского института образования, 2008.

Слайдсен аннотацийӗ:

1-мӗш слайд: Мероприятин теми.

2-мӗш слайд: Лаша, ӗне, упа, мулкач ӱкерчӗкӗсем.

3-мӗш слайд: «Вăрманта» ӱкерчӗк.

4-мӗш слайд: «Çурт» ӱкерчӗк.

5-мӗш слайд: Çырла, мăйăр, йӗкел, купăста, кăмпа ӱкерчӗкӗсем.

6-мӗш слайд: «Пахчара» ӱкерчӗк.

7-мӗш слайд: Кишӗр, купăста, хăяр, çарăк ӱкерчӗкӗсем.

8-мӗш слайд: Кăшман, çӗр улми, кавăн, ыхра ӱкерчӗкӗсем.

9-мӗш слайд: Редис, петрушка, укроп укерчӗкӗсем.

10-мӗш слайд: «Çӗнӗ çул» ӱкерчӗк.

11,12-мӗш слайдсем: «Капăр елка» текстпа ӱкерчӗкӗ.

13-мӗш слайд: «Юр çăвать» ӱкерчӗк.

14-мӗш слайд: Çемьери çынсен сăн ӱкерчӗкӗсем: атте, анне, аппа, эпӗ.

15-мӗш слайд: «Пирӗн пӗчӗк Яна» текстпа Янăн сăн ӱкерчӗкӗ.

16-мӗш слайд: Манăн пӗчӗк шăллăмăн сăн ӱкерчӗкӗ.

17-мӗш слайд: Аннесен сăн ӱкерчӗкӗсем.

18-мӗш слайд: Вăйăсен ячӗсем.

19-мӗш слайд: «Предложенисем ту» конкурс.

20-мӗш слайд: «Тупсăмне туп» вăйă.

21-мӗш слайд: Тупсăмне ӱкерсе пар.

22-мӗш слайд: Кроссворд.

Мероприятийӗн юхăмӗ

Ачасем чăваш тумĕсем тăхăннă, çурма çаврашка пулса вырнаçса тăнă(1-мӗш слайд).



  1. Сăвă(хорпа)

Эпир маттур, маттур, маттур

Эпир маттур ачасем

Эпир ăслă, ăслă, ăслă

Эпир ăслă ачасем

Эпир шкулта вĕренетпĕр

Вулатпăр та çыратпăр

Задачăсем шутлатпăр

Сăрлатпăр, ÿкеретпĕр,

Ташлатпăр та юрлатпăр.


  1. Юрă(Алла-аллăн тытăнса çаврака туса утса юрлаççĕ, хуравласа юрлаканĕ çаврашка варринче тăрать)(2-мӗш слайд).

-Лаша ăçта пурăнать?(2 хут)

- Вăл ялта пурăнать.(3 хут)

- Ĕне ăçта пурăнать?(2 хут)

- Вăл ялта пурăнать.(3 хут)

- Мулкач ăçта пурăнать?(2 хут)

- Вăл вăрманта пурăнать.(3 хут)

- Упа ăçта пурăнать?(2 хут)

- Вăл вăрманта пурăнать.(3 хут)

3. Ачасем пукансем çине лараççĕ. Сăвă.

Маттур, ăслă ачасем

Питĕ лайăх лараççĕ,

Питĕ лайăх вулаççĕ,

Питĕ лайăх çыраççĕ,

Питĕ нумай пĕлеççĕ.

4. Ӱкерчӗк тăрăх каласа пани(3-мӗш слайд).
Вăрманта.

Акă вăрман. Кунта йывăçсем, кăмпасем ÿсеççĕ. Вăрманта пакшасем , тилĕсем, мулкачсем, чĕрĕпсем, кайăксем пурăнаççĕ. Артур, Дима тата эпĕ вăрманта. Эпир кăмпа пуçтаратпăр. Артурăн витре пур. Манăн та витре пур. Димăн вара карçинкка.

5. Вăйã- юрă «Мĕн-ха вăл?»(икĕ ушкãна пайланса пĕр-пĕрне хирĕç утса юрлаççĕ)(«Çерем ватса вир акрăм» юрăн кӗввипе)

-Пакша, пакша, мĕн-ха вăл, мĕн-ха вăл?(2 хут)

- Пакша, пакша - вăл чĕр-чун.(2 хут)

-Юман, юман, мĕн-ха вăл, мĕн-ха вăл?(2 хут)

- Юман, юман - вăл йывăç.(2 хут)

-Çерçи, çерçи мĕн-ха вăл, мĕн-ха вăл?(2 хут)

- Çерçи, çерçи - вăл кайăк.(2 хут)

-Кăрăç, кăрăç мĕн-ха вăл, мĕн-ха вăл?(2 хут)

- Кăрăç, кăрăç - вăл кăмпа.(2 хут)

-Палан, палан, мĕн-ха вăл, мĕн-ха вăл?(2 хут)

- Палан, палан - вăл çырла.(2 хут)

6. Сценка «Ку çуртра кам пурăнать?»(автор, кушак, шăши)(4-мӗш слайд)

Уçланкăра пĕчĕк çурт ларать. Вăл питĕ илемлĕ. Унăн алăк, икĕ чÿрече пур.

-Тук, тук! Ку çуртра кам пурăнать? Алăка уçăр, урамра çумăр çăвать, мана питĕ сивĕ.

-Ку çуртра эпĕ пурăнатăп. Кĕр, кĕр.

- Тавтапуç.

-Тархасшăн.

7. Вăйă-юрă(хуравласа юрлаканӗ çаврашка варринче тăрать.)(«Çӱрет Ванюк» юрăн кӗввипе)(5-мӗш слайд)

- Вăл вăрманта ÿсет,ăна упа юратать. Мĕн вăл?

- Çырла.


-Тĕрĕс.

- Вăл вăрманта ÿсет, ăна пакша юратать. Мĕн вăл?

- Мăйăр.

-Тĕрĕс.


- Вăл вăрманта ÿсет, ăна чĕрĕп юратать. Мĕн вăл?

- Кăмпа.


-Тĕрĕс.

- Вăл вăрманта ÿсет, ăна сысна юратать. Мĕн вăл?

- Йĕкел.

-Тĕрĕс.


- Вăл пахчара ÿсет, ăна мулкач юратать. Мĕн вăл?

- Купăста.

-Тĕрĕс.

-Маттур, Ирина.



8. Диалог «Пахчара».(6-мӗш слайд)

-Рустам пахчара-и, вăрманта-и?

-Рустам пахчара.

-Унăн мĕн-мĕн пур?

-Унăн карçинкка, витре пур.

-Вăл мĕн тăвать?

-Вăл çĕр улми пуçтарать.

-Рустам ĕçчен-и?

-Çапла, Рустам ĕçчен.

-Пахчара мĕн-мĕн ÿсет?(7,8,9-мӗш слайдсем)

-Пахчара кишĕр, хăяр, купăста, çарăк, кăшман, кавăн, çĕр улми, ыхра, редис, петрушка, укроп ÿсет.

9. Юрă(хорпа)(«Вместе весело шагать» юрăн кӗввипе).

1.Кишĕр мĕнле?(5 хут)

-Кишĕр тутлă(4 хут), кишӗр усăллă.



Хушса юрламалли:

-Сухан мĕнле?(2 хут)

-Сухан усăллă.

-Ыхра мĕнле?(2 хут)

-Ыхра усăллă.

-Редис мĕнле?(2 хут)

-Редис усăллã.

-Укроп мĕнле?(2 хут)

-Укроп усăллă.

2. -Хăяр мĕнле?(5 хут)

-Хăяр тутлă(4 хут), хăяр усăллă.

3. -Çарăк мĕнле?(5 хут)

-Çарăк тутлă(4 хут), çарăк усăллă.

4. -Кавăн мĕнле?(5 хут)

-Кавăн тутлă(4 хут), кавăн усăллă.

10.Юрă «Çĕнĕ çул» (Çаврака тăрса утса юрлаççĕ. Алă çупаççĕ)(10-мӗш слайд)

1) Çĕнĕ , çĕнĕ çул,

Çĕнĕ çул килет.

Вăл пире кашни çул

Савăнăç кÿрет.

2)Хĕл Мучи, Хĕл Мучи,

Парнесем парать.

Вăл пире, вăл пире,

Питĕ юратать.

3) Юр пике, Юр пике,

Пирĕнпе ташлать.

Вăл пире, вăл пире,

Питĕ юратать.

11. «Капăр елка » текста вуласа вырăсла куçарасси.(Пӗр ача вулать, тепри- куçарать)(11,12-мӗш слайдсем).

12. Сăвă «Юр çăвать» (13-мӗш слайд).

Юр çăвать, юр çăвать,

Манăн шăллăм савăнать.

Ирех урама васкать,

Çунашкапа ярăнать.

13. Юрă «Три-та-та»(«Неприятность эту мы переживем» юрăн кӗввипе)

-Три-та-та, манăн анне пур.

-Три-та-та, манăн атте пур.

-Три-та-та, манăн аппа пур.

-Три-та-та, манăн пичче пур.

-Три-та-та, манăн йăмăк пур.

-Три-та-та, манăн шăллăм пур.

-Три-та-та, ман асанне пур.

-Три-та-та, ман асатте пур.

-Три-та-та, ман кукамай пур.

-Три-та-та, ман кукаçи пур.

-Три-та-та, манăн пысăк çемье .

14. Ача хăйӗн çемьи çинчен каласа пани(14-мӗш слайд)

15 Ача хăйӗн йăмăкӗ çинчен каласа пани.(15-мӗш слайд)

16. Сăвă «Манăн шăллăм»(16-мӗш слайд)

17. Диалог «Аннесем»(17-мӗш слайд)

- Манăн анне Оксана ятлă. Санăн аннÿ мĕн ятлă?

- Манăн анне Наташа ятлă. Вăл ырă, ĕçчен, хитре. Санăн аннÿ мĕнле?

- Манăн анне те ырă, ĕçчен, хитре.

- Манăн анне бензин яракан çĕрте ĕçлет. Санăн аннÿ ăçта ĕçлет? - Манăн анне ФОКра ĕçлет. Вăл тренер.

18. Диалог.(Ыйту паракана хорпа ответлеççӗ)

-Аннерен ырри пур-и?

-Аннерен ырри çук.

-Аннерен хакли пур-и?

-Аннерен хакли çук.

-Аннерен илемли пур-и?

-Аннерен илемли çук.

-Аннерен лайаххи пур-и?

-Аннерен лайăххи çук.

-Аннерен маттурри пур-и?

-Аннерен маттурри çук.

19. Сăвă


Ăшши çук тĕнчере хĕвелтен,

Çут шевле вăл сапать тÿперен.

Пурнăçра хакли çук аннерен,

Ӱстерет вăл пире пĕчӗкрен.

Учитель:

-Аннесем пирĕншĕн савăнччар тесен пирĕн мĕнле пулмалла-ха, ачасем?

20. Сăвă «Пулмалла»(хорпа).

-Пулмалла, пулмалла, пирĕн лайăх пулмалла.

-Пулмалла, пулмалла, пирĕн ырă пулмалла.

-Пулмалла, пулмалла, пирĕн ăслă пулмалла.

-Пулмалла, пулмалла, пирĕн маттур пулмалла.

Учитель:


-Халĕ тĕрлĕ вăйăсем выляса кам-кам маттуррине пĕлĕпĕр(18-мӗш слайд).

21. Вăйăсем:

а) Предложенисем ту(19-мӗш слайд).

б) Тупсăмне туп(20-мӗш слайд).

в) Тупсăмне ӱкерсе пар(21-мӗш слайд).

г) Кроссворд(22-мӗш слайд)

22. «Учитель çулталăкĕ» калаçу.

2010 çул- учитель çулталăкĕ. Учитель ĕçĕ вăл çăмăл ĕç мар. Çавăнпа та сирĕн, ачасем, вĕсене хисеплемелле. Вĕсем сирĕншĕн чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Сирĕнтен ăслă çынсем пултăрччĕç тесе тăрăшаççĕ. Халĕ эпир çакăнта ларакан учительсене тав туса открыткăсем парса саламлатпăр.

Учитель:

- Пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Сыв пуллашмалли вăхăт та çитрĕ.

23. Сăвă «Сывă пулăр»(хорпа)

Сывă пулăр, сывă пулăр,

Яланах хаваслă пулăр,

Яланах илемлĕ пулăр,

Яланах телейлĕ пулăр,

Сывă пулăр, сывă пулăр.



Ă

Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет