Паттăрсене мухтав



жүктеу 55.91 Kb.
Дата17.01.2019
өлшемі55.91 Kb.


Паттăрсене мухтав!

- I-мĕш ертсе пыракан. Хисеплĕ ял-йыш! Хаклă юлташсем! Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнă кун çывхарса килет. Çавна май эпир паян çакăнта вăрçă паттăрĕсене чысласа тĕлпулу каçне ирттеретпĕр.

-II-мĕш ертсе пыракан.

Кунран-кунах инçе юлаççĕ

Иртейнĕ вăрçă çулĕсем.

Çапах нихçан асран тухмаççĕ

Çапăçура пуç хунисем.

Чăн-чăн этем пулма хушаççĕ

Пире вĕсен ыр ячĕсем.
( Гр. Орлов.)

- Эпир хисеплесе чĕннипе паян çакăнта ĕçпе вăрçă ветеранĕсем пуçтарăннă. Акă вĕсем: (ветерансен хушамачĕсене асăнать).


-1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчи ăшă кунсем. Мирлĕ пурнăç – телейлĕ пурнăç. Кашни çын хăй ĕмĕчĕпе пурăнать. Çур аки ĕçĕсенчен пушаннă çынсем. Пуласлăх çутă та савăнăçлă курăнать. Çут тĕнчене кашни çынах телей курма çуралать-çке.Акă, икĕ çамрăк пĕрлешсе вăрăм çула пĕрле утса тухма тупа тăваççĕ. Ыран – вырсарни кун, çĕртмен 22-мĕшĕ. Эрнипех хастар ĕçлесе ывăннă çынсем ним туйми çывăраççĕ. Тул çутăлас умĕн çуллахи ир пур çĕрте те лăпкă, шăп.

Сасартăк çак шăплăха çурса хаяррăн улани, кĕмсĕртетни илтĕнсе каять. Çынсем мĕн пулнине тавçăрса иличчен тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахма пуçланă, тупписем вут-çулăм тăкнă. Çуртсем ишĕлнĕ, çынсем вилнĕ. Çапла пуçланнă Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи.


- Вăрçă…Унран хăрушăраххи, тисккертереххи мĕн пур-ши тата? Миçе çын ĕмĕтне, пурнăçне татрĕ пулĕ çак ылханлă вăрçă. Аттесемпе асаттесем, мăшăрланса, çемье çавăрса ĕлкĕреймен пиччесемпе аппасем юнлă вăрçă хирне тухса кайрĕç.

- Пĕтĕм халăх кар! Тăрса çĕкленчĕ

Сыхлама, çăлма тăван çĕре.

Вăрçă çĕнтерÿпеле вĕçленчĕ…

Çук, йÿне лармарĕ вăл пире!

Миçе ял, хула чулпа кĕл пулчĕ?

Мĕн чул хир таптанчĕ çăрăлса?

Пин-пин ывăл-хĕр аттесĕр юлчĕ,

Пин-пин пурнăç юлчĕ хуçăлса.

- Пирĕн Кăпас ялĕнчен юнлă Аслă Аттелĕх вăрçă хирне 172 çын тухса кайнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенченех ялти ятлă çынсем салтак тумне тăхăннă Чернов Арсений Игнатьевич,Никольский Макар Данилович – колхоз ертÿçисем, вăрçă пуçлансан иккĕмĕш куннех хăйсен ирĕкĕпе вăрçа тухса каяççĕ. Вăрçăн юнлă хирĕсене ялти нумай пĕр тăван ăсанать: Иван, Федор,Арсентий Терентьевсем; Николай, Константин, Илья Лаптевсем; Георгий, Макарий Атачкинсем; Федор, Тимофей Илларионовсем; Алексей, Григорий Никольскисем; Бориспа Викторий Ягуновсем тата нумай-нумай хушаматсем, хушаматсем, хушаматсем…


(Вăрçă вăхăтĕнчи юрă янăрать)
- 1418 кун тăсăлнă Аслă Аттелĕх вăрçи. 1418 кун… Мускавран Бреста тÿррĕн 1000 км, Мускавран Берлина 2600 км. Поездпа каяс пулсан 4 кун, самолетпа вĕçес пулсан 4 сехет, пирĕн салтаксемшĕн вара ку çула ăçта утса, ăçта шуса, тар кăларса, юн юхтарса утса, çапăçса тухма 4 çул кирлĕ пулнă.
- Мускав патнех çывхарчĕ ют,

Каçасшăн пулчĕ Атăл урлă.

Кавказ таран алхасрĕ вут,

Кĕрхи каç пек капланчĕ хурлăх.

Ялкăшсан тĕнче пушарĕ,

Вут хыпсассăн таврана,

Парăнмарĕ Совет Çарĕ –

Çапса ватрĕ тăшмана…

Вăрçă вучĕ пит хаярччĕ,

Пит хăрушă та хĕрÿ…

Тĕнчене çăлса хăварчĕ

Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ.



(Ветерансене сăмах параççĕ)
- Вăрçă çулĕсем… Вăй питти ар çынсем юлман ялта. Шартлама хĕл çывхарса килет. Пурнăç кунран кун йывăрланса пырать. Хутма вутти çук, çиме çăкри çук. Ĕçлекен алă çитменнипе вырса илеймен тырри те тăкăнать.Анчах темĕнле йывăр, нуша пурнăç пулсан та тылри халăх пуçа усман. Кунне-çĕрне, пылчăк-тусанне пăхмасăр, выççи-туттине пĕлмесĕр ырми-канми ĕçленĕ, Çĕнтерÿ кунне çывхартнă.

- Аттесем вăрçа кайсан,

Тыр-пула эсир пуçтарнă

Алăпа вырса-çапса.

Ыраш çăнăхне алланă

Вĕтĕ хĕлĕх алапа.

Эс унпа кулач лăканă,

Уяв умĕн ман ятпа.

Çĕрулми хырса, уйраттăм,

Крахмалне унтан хамах.

Çырма пек кççуль юхтарнă

Аттене йĕтре çапсан.

Тен, пулман-тăк çав кулачă,

Пĕлес çукчĕ тар тути,

Куççульпе пĕçернĕрен сĕтеклĕ,

Тутлăччĕ çăкру та сан.

- Лавккара сатин çитмерĕ

Вут-вăрçа çĕнмесĕр мир.

Пур пĕр çĕтĕк çÿретмерĕн –

Алпа тĕртрĕн катанпир.

Мăкăнь сапнă шур икерчĕ

Çукчĕ пирĕн савăнма.

Эс палан кукли çитертĕн –

Паллă пултăм çавăнпа.

Тав та пуç катанпирÿшĕн,

Алтăр çăлтăр тулли тав.

Çăкрупа палан куклишĕн,

Çăпатушăн та – мухтав!

Салтак арăмĕсем!

Нуша – терт курнисем!

Мухтав сире, мухтав! Мухтав!

(Ветерансене сăмах параççĕ)
- Вăхăт сурансене сиплет, теççĕ, анчах ытла та пысăк пулчĕ-çке çухату. Пирĕн Кăпас ялĕнчен кăна 92 çын вăрçă хирĕсенче пуçа хунă. 92 çын, 92 шăпа. Тен, çĕр ĕçченĕ, тен, паллă сăвăç та пурччĕ пулĕ вĕсен хушшинче. Ялта, тăванĕсем патĕнче паян кунччен те вĕсен çырăвĕсем упранаççĕ. Çурма çулта татăлнă вĕсен ĕмĕчĕсем. Хăшĕ Мускав патĕнчи хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă, хăшĕ Сталинград çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçусенчен тухайман .Теприсем вара вăрçă чарăнсан, йывăр суранĕсене чăтаймасăр киле таврăнсан вилеççĕ.
- Нумайăн хучĕç пуçĕсене,

Тÿр килчĕ çапăçма хаяр.

Манми паттăрсен хисепне

Ялав пĕксе пуçа таяр.

Çук, эпир парăнма çуралман,

Çук, эпир пуç тайма хăнăхман,-

Çапса ватнă мĕн пур тăшмана,

Çапса ватнă çĕлен калтана.

Ĕмĕне те хамăр çĕр-шыва

Парас çук ют çынсен аллине.

-Вилнисене асăнса 1 минут хушши шăп тăрар.
- Санăн ешĕл ачалăх пахчи тĕлĕпе

Хуп-хуран иртрĕ тăвăл.

Вăрçă хуçрĕ сире.

Хăрса пĕтрĕç садсем,

Чаплă улмуççисем.

Юлашки ар çынсем те ăсансан,

Юмансем те хуралчĕç çав çул, хурланса.

Çĕр, вăрманĕ, çанталăк,

Тÿпе тÿсменнине эсĕ тÿсрĕн,

Эс утрăн çаплах ĕç умне.

Тĕксĕмленнĕ сăнпа,

Хуйхă витнĕ чунпа

Анăçа тек пăхаттăн ана пуçĕнчен.

Ылханаттăн вăрçа.

Куççуль – куçсенче.

Çав хавассăр çулсем тĕксĕмлетрĕç куçна.

Шуралса, хурăн евĕр эсĕ пĕкрĕн пуçна.
.аслпуилн вут- па т Гр.

- Шав кĕрлерĕ вăрçă,

Вĕçĕ – хĕрри çук.

Çухатусăр мар-çке

Çĕнтерÿллĕ çул.

Çухату тăвать-çке

Ĕмĕрлĕх суран.

Çĕр çинче ан пултăр

Пурнăç вăрçăлла,

Çăткăнлăх, хĕн-хурлăх

Хапсăнас йăла!

Çын тени вăл кÿтĕр

Çĕр çине илем.

Вăрçăпа ан ÿктĕр,

Таврăнтăр киле.

Аслă Çĕнтерÿ пулни 55 çул. Чылай иртрĕ вăхăт. Апла пулсан та, эпир паянхи кунччен те никама та манмастпăр. Чыс та мухтав ветерансене, вут-çулăм витĕр тухнисене! Чыс та мухтав салтак арăмĕсене, ĕçре пиçĕхнĕскерсене, ывăл-хĕрĕсене пăхса ÿстернĕскерсене, мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтерсе Çĕнтерÿ кунне çывхартаракансене.

- Паян – праçник, паян – уяв:

Хумхан та варкăш, хум ялав!

Паян – чи çутă, аслă кун,

Эпир çĕнтернĕ, чаплă кун!

Кĕрле мухтавлăн, Çĕнтерÿ салючĕ,

Паян эс илтĕн пĕтĕм таврана!

- Яланах мир, таса тÿпе, телейлĕ те савăнăçлă пурнăç пултăр, урăх нихçан та ачасене хăйсен ашшĕсенчен хĕрарăмсен куççулĕ ан тăкăнтăр!

- Кирлĕ мар пире вăрçă!

Пире кирлĕ мар:

Татах курас мар

Çамрăк çын ахлатса

Йывăç пек ÿкнине.

Илтес мар, курас мар,

Чунăма çурас мар



Уксах çын çĕр çине

Кулянса пуснине.

Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2017
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет