Чӑваш республикин "ЧӐваш республикинче вырӑнти хӑй тытӑМЛӐха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен



жүктеу 90.05 Kb.
Дата10.05.2019
өлшемі90.05 Kb.
түріСтатья



ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

САККУНӖ

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН

"ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ ВЫРӐНТИ ХӐЙ ТЫТӐМЛӐХА ЙӖРКЕЛЕССИ ҪИНЧЕН" САККУННЕ УЛШӐНУСЕМ КӖРТЕССИ ҪИНЧЕН



Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче

йышӑннӑ
1 статья

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012,


92 (I том), 94 №-сем; "Республика" хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) кӳртӗмре "Федерацин "Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй


тытӑм­лӑха йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен" саккунӗпе" сӑмахсене "Федерацин "Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен" 2003 ҫулхи юпа уйӑхӗн
6-мӗшӗнчи 131-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ)" сӑмахсемпе улӑш­тарас;

2) 2 статьяра "Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен" 2003 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йышӑннӑ 131-ФЗ №-лӗ (малалла – Федераци саккунӗ)" сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

3) 6 статьяра:

1-мӗш пайра:

3-мӗш пунктра "муниципаллӑ заказсем йӗркелеме тата вырнаҫтарма" сӑмахсене "муниципалитет нушисене тивӗҫтерме таварсем, ӗҫсем тата пулӑшу ӗҫӗсем туянма" сӑмахсемпе улӑштарас;

6-мӗш пунктра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

3-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

4) 8 статьян 1-мӗш пайӗнче:

ҫакӑн пек ҫырса 7.2-мӗш пункт хушса хурас:

"7.2) нацисем тата тӗнсем хушшинчи килӗшӳлӗхе ҫирӗплетмелли, поселени территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе культурисене аталантармалли тата сыхласа упрамалли, мигрантсене социаллӑ пурнӑҫпа культура енчен адаптацилемелли, нацисем (этноссем) хушшинчи хирӗҫӳсене асӑрхаттармалли мерӑсене пурнӑҫлама условисем туса парасси;";

22-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"22) адресне палӑртмалли объектсен адресӗсене ҫирӗплетесси, адреса улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, урам тата ҫул-йӗр сечӗн пайӗсене (федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр, регион е муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр, муниципаллӑ районӑн вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр пуҫне) ят парасси, поселени чиккисенче планла­малли тытӑмӑн пайӗсене ят парасси, ҫавнашкал ятсене улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, информацие патшалӑхӑн адрес реестрне вырнаҫтарасси;";

31.4-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

5) 9 статьян 1-мӗш пайӗнче:

ҫакӑн пек ҫырса 6.2-мӗш пункт хушса хурас:

"6.2) нацисем тата тӗнсем хушшинчи килӗшӳлӗхе ҫирӗплетмелли, муниципаллӑ район территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе культурисене аталантармалли тата сыхласа упра­малли, сахал йышлӑ халӑхсен прависене пурнӑҫламалли, мигрантсене


социаллӑ пурнӑҫпа культура енчен адаптацилессине тивӗҫтермелли, нацисем (этноссем) хушшинчи хирӗҫӳсене асӑрхаттармалли мерӑсене туса хатӗрлесси тата пурнӑҫласси;";

11-мӗш пунктра "медицина учрежденийӗсенче" сӑмахсене "медицина организацийӗсенче" сӑмахсемпе улӑштарас, "Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ памалли патшалӑх гарантийӗн" сӑмахсене "граждансене медицина пулӑшӑвне тӳлевсӗр памалли гарантисен" сӑмахсемпе улӑштарас;

28.3-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ҫакӑн пек ҫырса 28.7-мӗш пункт хушса хурас:

"28.7) адресне палӑртмалли объектсен адресӗсене ҫирӗплетесси,
адреса улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, урам тата ҫул-йӗр сечӗн пайӗсене
(федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр, регион е муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр пуҫне) ят парасси, муниципаллӑ районӑн ялсем хушшинчи территорийӗн чиккисенче планла­малли тытӑмӑн пайӗсене ят парасси, ҫавнашкал ятсене улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, информацие патшалӑхӑн адрес реестрне вырнаҫтарасси;";

6) 10 статьян 1-мӗш пайӗнче:

ҫакӑн пек ҫырса 7.2-мӗш пункт хушса хурас:

"7.2) нацисем тата тӗнсем хушшинчи килӗшӳлӗхе ҫирӗплетмелли, хула округӗн территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе культурисене аталантармалли тата сыхласа упрамалли, сахал йышлӑ халӑхсен прависене пурнӑҫламалли, мигрантсене социаллӑ пур­нӑҫпа культура енчен адаптацилессине тивӗҫтермелли, нацисем (этноссем) хушшинчи хирӗҫӳсене асӑрхаттармалли мерӑсене туса хатӗрлесси тата пурнӑҫласси;";

13-мӗш пунктра "медицина учрежденийӗсенче" сӑмахсене "медицина организацийӗсенче" сӑмахсемпе улӑштарас, "Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ памалли патшалӑх гарантийӗн" сӑмахсене "граждансене медицина пулӑшӑвне тӳлевсӗр памалли гарантисен" сӑмахсемпе улӑштарас;

27-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"27) адресне палӑртмалли объектсен адресӗсене ҫирӗплетесси, адреса улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, урам тата ҫул-йӗр сечӗн пайӗсене (федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр, регион е муниципалитетсем хушшинчи пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсемсӗр пуҫне) ят парасси, хула округӗн чик­кисенче планламалли тытӑмӑн пайӗсене ят парасси, ҫавнашкал ятсене улӑштарасси, пӑрахӑҫласси, информацие патшалӑхӑн адрес реестрне вырнаҫтарасси;";

35.4-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

7) 11 статьяра:

2-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

4-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

8) 12 статьяра:

1-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

2-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас;

9) 18 статьяра:

1.1-мӗш пайра пӗрремӗш предложение тата "ытти" сӑмаха кӑларса пӑрахас;

1.3-мӗш пайра "(муниципаллӑ районӑн, хула округӗн депутатсен хисепӗ 20 тата ытларах шутланакан представительлӗ органӗсӗр пуҫне)" сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

10) 38 статьян 6-мӗш пайӗнче:

"предприниматель тата инвестици ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлас ыйтусем" сӑмахсем хыҫҫӑн "(малалла – актсем)" сӑмахсем хушса хурас, "Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн" сӑмахсене "ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн" сӑмахсемпе улӑштарас;

ҫакӑн пек ҫырса абзацсем хушса хурас:

"Акт экспертизине актсене экспертиза тума вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫирӗплетекен планпа килӗшӳллӗн туса ирттереҫҫӗ.

Актсене экспертиза туса ирттермелли йӗркере ҫаксене шута илмелле:

предприниматель тата инвестици ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлакан субъектсен интересӗсене хӳтӗлесси тата ҫирӗплетсе парасси вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн тӗллевӗ шутланакан предпринимательсен пӗрлӗхӗсемпе, наукӑпа эксперт организацийӗсемпе, коммерциллӗ мар организацисемпе, ҫавӑн пекех акт витӗмӗ пырса тивекен тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнсемпе акт тӗлӗшпе уҫӑ консультацисем ирттерессине;

акт экспертизи ҫинчен калакан пӗтӗмлетӗве туса хатӗрлессине, ӑна алӑ пуснӑ кунран пуҫласа икӗ ӗҫ кунӗ хушшинче "Интернет" информаципе телекоммуникаци сетӗнчи (малалла – "Интернет" сечӗ) вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтармалла;

тивӗҫлӗ акта йышӑннӑ (кӑларнӑ) вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ
е вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн должноҫри ҫынни акт экспертизи ҫинчен калакан пӗтӗмлетӗве ҫирӗплетнӗ йӗркепе пӑхса тухассине.

Акт экспертизи ҫинчен калакан пӗтӗмлетӳре акт проектӗнче ҫак пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ положенисем пурри-ҫуккине палӑртакан пӗтӗмлетӳсем пулмалла.";

11) 42 статьян 3-мӗш пайӗнче:

пӗрремӗш абзаца "предприниматель тата инвестици ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлас ыйтусем" сӑмахсем хыҫҫӑн "(малалла – актсен проекчӗсем)" сӑмахсем хушса хурас, "Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн" сӑмахсене "ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн" сӑмахсемпе улӑштарас;

ҫакӑн пек ҫырса абзацсем хушса хурас:

"Актсен проекчӗсен йӗркелемелли витӗмӗн хаклавне туса ирттермелли йӗркере ҫаксене шута илмелле:

акт проектне "Интернет" сетӗнчи regulations.cap.ru официаллӑ сайта вырнаҫтарса предприниматель тата инвестици ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлакан субъектсен интересӗсене хӳтӗлесси тата ҫирӗплетсе парасси вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн тӗллевӗ шутланакан предпринимательсен пӗрлӗхӗсемпе, наукӑпа эксперт организацийӗсемпе, коммерциллӗ мар организацисемпе, ҫавӑн пекех акт проекчӗн витӗмӗ пырса тивекен тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнсемпе акт тӗлӗшпе уҫӑ консультацисем ирттерессине;

акт проекчӗн йӗркелемелли витӗмӗн хаклавӗ ҫинчен калакан пӗтӗмлетӗве туса хатӗрлессине, асӑннӑ пӗтӗмлетӗве алӑ пуснӑ кунран пуҫласа икӗ ӗҫ кунӗ хушшинче "Интернет" сетӗнчи regulations.cap.ru официаллӑ сайта вырнаҫтармалла.

Акт проекчӗн йӗркелемелли витӗмӗн хаклавӗ ҫинчен калакан пӗтӗмлетӳре акт проектӗнче ҫак пайӑн иккӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ положенисем пурри-ҫуккине палӑртакан пӗтӗмлетӳсем пулмалла.";

12) 44 статьяра:

ҫакӑн пек ҫырса иккӗмӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас:

"Муниципалитетӑн нормативлӑ мар право акчӗ вӑйра тӑрассине


Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн асӑннӑ акта ҫирӗплетнӗ (пичетлесе кӑларнӑ) вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ е вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫри ҫынни Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӑн Раҫҫей Федерацийӗн предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн панӑ предписание илсен вӑраха ямасӑр чарса лартать. Илнӗ предписание пурнӑҫлани ҫинчен вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫ тӑвакан-хушакан органӗсен е вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫри ҫыннисен Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя виҫӗ кун хушшинче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн представительлӗ органӗсен вара – хӑйсем йышӑну тунӑ кунран пуҫласа виҫӗ кунран кая юлмасӑр пӗлтермелле.";

иккӗмӗш абзаца виҫҫӗмӗш абзац тесе шутлас;

13) 50 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"50 статья. Муниципалитет нушисене тивӗҫтермелли туяну ӗҫӗ


1. Муниципалитет нушисене тивӗҫтерме таварсем, ӗҫсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянас ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх тата муниципалитет
нушисем валли таварсем, ӗҫсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянас сферӑри контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

2. Муниципалитет нушисене тивӗҫтерме таварсем, ӗҫсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянас ӗҫе вырӑнти бюджетсен укҫи-тенки шучӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ.";

14) 65 статьяра:

1-мӗш пайра "федераци саккунӗсемпе" сӑмахсене "Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе" сӑмахсемпе улӑштарас, "тата федераци саккунӗсемпе полномочи панӑ ытти органсем" сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

"2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен е вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫри ҫыннисен


ӗҫ-хӗлне тӗрӗслесе (асӑрхаса) тӑма федераци саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн полномочи илнӗ патшалӑх
органӗсем, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсен территорири орга­нӗсене, Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсене те кӗртсе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем е вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫри ҫыннисем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне тата федераци саккунӗсемпе, муниципалитет пӗрлӗхӗсен уставӗсемпе килӗшӳллӗн хӑйсене шанса панӑ асӑннӑ ыйтусене татса памалли полномочисене тата ытти полномочие пурнӑҫланӑ чухне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федерацин конституци саккунӗсене, федераци саккунӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине, Чӑваш Республикин саккунӗсене тата ытти нормативлӑ право акчӗсене, муниципалитет пӗрлӗхӗсен уставӗсене тата муниципалитетӑн ытти нормативлӑ право акчӗсене пӑхӑннине, ҫавӑн пекех муниципалитетӑн право
акчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн, федерацин конституци саккунӗсен, федераци саккунӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн нормативлӑ право
акчӗсен, Чӑваш Республикин Конституцийӗн, Чӑваш Республикин саккунӗсен тата ытти нормативлӑ право акчӗсен, муниципалитет пӗрлӗхӗсен уставӗсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑнине хӑйсен компетенцийӗ шайӗнче Федераци саккунӗн 77 статйине шута илсе тӗрӗслесе (асӑрхаса) тӑраҫҫӗ.".
2 статья

1. Ҫак Саккун, ҫак статьяпа урӑх вӑхӑтра вӑя кӗртме палӑртнӑ положенисемсӗр пуҫне, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Ҫак Саккунӑн 1 статйин 4-мӗш пункчӗн тӑваттӑмӗш тата пиллӗкмӗш абзацӗсем, 5-мӗш пункчӗн улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш абзацӗсем, 6-мӗш пункчӗн пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш абзацӗсем 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн
1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 38 статйин 6-мӗш пайӗн, 42 статйин


3-мӗш пайӗн пӗрремӗш, виҫҫӗмӗш–улттӑмӗш абзацӗсен положенийӗсемпе ҫакӑн пек усӑ курмалла:

1) Шупашкар хулин муниципалитет пӗрлӗхӗ тӗлӗшпе – 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа;

2) муниципаллӑ районсем тата ытти хула округӗсем тӗлӗшпе –
2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа;

3) ытти муниципалитет пӗрлӗхӗсем тӗлӗшпе – 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа.




Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ

М. Игнатьев


Шупашкар хули




Каталог: UserFiles -> laws


Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет