Ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем



жүктеу 46.89 Kb.
Дата04.05.2019
өлшемі46.89 Kb.
түріСценарий


«Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул»

муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕ



Класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарийĕ:

литературăпа музыка композицийĕ

Ĕçе Канаш районĕнчи чăваш

чĕлхипе литератури вĕрентекен

Иванова Валентина Михайловна

тунă


Сухайкасси - 2009

(Ваттисен кунне халалласа ирттернĕ литературăпа музыка композицийĕ)
Класс тулашĕнчи ĕçе тăваканĕ: Иванова Валентина Михайловна, Канаш районĕнчи Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен 7-мĕш класс ертÿçи.
Пĕлÿ тĕллевĕ: Ватăсене халалласа çырнă сăвă-юрăсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшĕсемпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Ваттисене хисеплес туйăма аталантарасси, ырă сăмахпа чунĕсене ăшăтма, ырă ĕçсемпе пулăшма хавхалантарасси,.

Эстетика тĕллевĕ: Чăваш чĕлхин таса та çыхăнуллă пуплевĕпе килентересси, чĕлхене юратас, хисеплес туйăма аталантарасси.

Уява 70 вĕренекен хутшăннă.

Сценăна ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сăвăсем çырнă плакатсемпе илемлетнĕ, «Пулăшма ялан хатĕр» ачасем ваттисене пулăшнине кăтартакан сăн ÿкерчĕксен хаçатне çакнă. Плакатсем çинчи тĕслĕхсем:

1. Ваттисен сăмахĕсем –

Ăслă, тарăн шухăшсем.

Вĕрентеççĕ пурăнма,

Ырă ĕçшĕн кар тăма.

Н. Кушманов

2. Ваттисен каланине

Ачаран хывсан ăша,

Тăнласан вĕсен пилне

Пăрăнать санран нуша.

Н.Кушманов

3. Ват çын – тăват çын.(Ват.сăм.)

4. Ватти пур та, латти пур.(Ват.сăм.)

5. Ватта ырă ту.(Ват.сăм.)

6. Ватти калани вырăнлă.(Ват.сăм.)

7. Ваттисем калани вырăна килет.(Ват.сăм.)

Ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.

Çамрăклăх пĕрре килет,

Ватлăх та çапла килет.

Пурнăç çулĕ вăрăм тет.

Ĕмĕрсемĕр тĕрлĕ тет.

Сире музыкăпа истори вĕрентекен Баранов И.Н. «Эх, шухăшăм» юрă парнелет.

Юрă пĕтсен 7-мĕш класс ачисем тухаççĕ

1 ача: - Кукамайсем, асаннесем, эсир пурри – аван.

Ÿсеççĕ вĕтĕр-шакăрсем эсир савса пăхсан.

2 ача: - Кил-йыш типтерĕ те сирте, тирпейлĕ-çке пÿртре.

Мăнукусем ирех шкулта, ывăлпа кин – ĕçре.
3 ача: - Кун-çул йĕрки куçса пырать çапла куллен хуллен.

Ваттин мĕн тăвăн – вăй чакать,

Çавах, çук, систермен.
4 ача: - Ватти маттур, вăй пур тесе,

Тен, ытларах хăш чух эпир яратпăр тиесе?

Тавçăраканĕ – çук.
5ача: - Ват çын вăл каламасть, тÿсет,

Вăл курнă пĕтĕмпех.


6 ача: - Ачи-пăчи е упăшки фронтран таврăнайман.

Çавах хăруш кунсен пĕкки нихçан пусарайман.


7 ача : - Кăштăртатаççĕ халь килте, ялан таса кил-çурт.

Апла, ватти, пул тĕпелте. Йăх-тĕпÿпе ыр кур!


8 ача: - Кукамайсем, асаннесем –

Йăх-тĕп тыткăчисем.

Пурăнăçа кĕртсе илем

Ÿсеççĕ мăнуксем.


9 ача: - Сире, тен, палăк лартмалла?

Тăтăр курса кашни!

10 ача: Ма ытлашши калаçмалла

Тен, пахарах хисеплени?!


11 ача: - Çапла, ватта сума сунни,

Кахалланмасăр пулăшни,

Сĕнÿ-канаш унран ыйтни –

Ак çакă пулĕ чăн пахи.


Пурте : Тавтапуç эсир пурришĕн,

Ăс, канаш ялан панишĕн!



7-мĕш класра вĕренекенсем «Асанне» юрă шăрантараççĕ те кĕрсе каяççĕ.

Ертсе пыракан: Шел пулин те мăнуксем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав, хăш-пĕр чух сире вăхăтра тивĕçлипе хаклайманни те пулать. Акă çакăн пек мăнук çинчен сире 6-мĕш класра вĕренекенсем «Юратнă асанне» сценка( авторĕ В.Самойлов)

кăтартĕç.

Ертсе пыракан: Хисеплĕ кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, сире сума суса нумай сăвă-юрă хывнă. Пирĕн çамрăк хунав, савăнăçлă саманара çитĕнекен ачасем, сире ĕçре пулăшса пыччăр, ăшă сăмахпа йăпатма пĕлччĕр тесе сунас килет. Халĕ сире пĕртăван Гавриловăсем (Катьăпа(7кл.) Алёна(2кл.)) чăваш ташши парнелĕç.
Ташă вĕçленсен 7-мĕш класра вĕренекенсем тухаççĕ, куракан ачасене йыхравлаççĕ:
1 ача. Ватăсене пулăшма,

Тухар,тухар, ачасем!

2 ача. Урай çума, шыв йăтма,

Тума тĕрлĕрен ĕçсем.


3 ача. Вăхăта усă курма,

Ĕçе тухăçлă тума,


4 ача. Çамрăк чухнех вĕренер,

Час-час ĕçе кÿленер.


5 ача. Кайăк сасси итлеме

Сад пахчине тухмалла.


6 ача. Ырă ĕçе кÿленме

Ватă патне каймалла.


7 ача. Сад пахчинчи кайăксем

Çепĕç çемĕ шăратаççĕ.


8 ача. Ырă ĕçшĕн ватăсем,

Сиплĕ пехил параççĕ.


Ертсе пыракан: Халĕ сире «Путене» фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе саламлĕ.

( «Путене» фольклор ушкăнĕн юрри-ташши)

Ертсе пыракан: Ватлăх пĕртте савнăç мар.

Темĕн те курма тивет:

Е чир-чĕр ярать тымар,

Е ытти инкек çитет…

Мĕн тăвăн, пирĕн пурнăç çавăн пек. Çынсем пĕрле пулсан кăна телейлĕн пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме май пур.

10-мĕш класс ачисем «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет» юрра юрлаççĕ (сăвви А.Гордеевăн, кĕвви Г.Маркияновăн).

Ертсе пыракан: Йывăç лартсан сад çитĕнет.

Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.

Ватти пулсан йĕрке пулать,

Ваттипеле пурнăç пулать.



Сирĕн ума 3-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем «Асанне» юрăпа тухаççĕ.
Ертсе пыракан: Хисеплĕ ватăсем, сирĕн пурнăç çулĕ такăр пулман, нумай хура-шур курма тивнĕ, савнăçĕ те пулман мар-тăр. Паянхи кун вара сире мăнукăрсен пултарулăхĕ савăнтартăр. Сцена çине пĕртăван Гаврилова Катьăпа Алёнăна (7кл.,2кл.) чĕнетпĕр. Вĕсем пире «Пилеш кайăкĕсем» юрă парнелĕç. («Пилеш кайăкĕсем» юрă»)

Ертсе пыракан: Павлова Ф., Алексеева К., Никифорова Ю. парни – «Ăшă çумăр» юрă. («Ăшă çумăр» юрă)

Ертсе пыракан: Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç!

«Тăванлăх юрри» (2 çавра) - 9кл. вĕренекенсем юрлаççĕ.



- Вĕçĕ -




Каталог: vneklass
vneklass -> Квн по произведениям А. Волкова «Волшебник изумрудного города» и др. Цель
vneklass -> Сценарий внеклассного мероприятия. «Широко распростирает химия, руки свои в дела человеческие…»
vneklass -> Конспект урока в 10 классе по внеклассному чтению
vneklass -> Конспект внеклассного мероприятия по информатике для 5-6 классов мбоу «Гимназия №4» г. Чебоксары учитель информатики Абашина Н. В. Игра «Логические острова»
vneklass -> Ток-шоу "Большая перемена". Мероприятие по профилактике спида и наркомании
vneklass -> Внеклассное мероприятие по теме: «Устное народное творчество». «Приглашаем на посиделки»
vneklass -> Художественная природа и функция гротеска в «Петербургских повестях» Гоголя
vneklass -> Занятие «Слово о словах» Цели: Научиться лучше передавать словом мысли и чувства
vneklass -> Конкурса «Самый классный классный 2013»
vneklass -> Много времени и труда отдал Тимирязев разработке важнейшего вопроса биологии: какова роль солнечного луча в создании зеленым растением органического вещества


Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет