«Вут-çулăмра çуралнă кĕнеке»



жүктеу 37.4 Kb.
Дата17.01.2019
өлшемі37.4 Kb.
түріУрок

Иванова И.В.,

Етĕрнери 1-мĕш гимназире

чăваш сăмахлăхне вĕрентекен
«Вут-çулăмра çуралнă кĕнеке»

урок планĕ


Тема: «Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçĕн историйĕ»
Урок тĕсĕ: Хайлав историне тишкермелли урок
Пĕлÿ тĕллевĕ:

1.Леонид Агаков пурнăçĕн вăрçăри саманчĕсем.

2. «Ылтăн вăчăра» повеçри истори чăнлăхĕ.

3. Хатынь трагедийĕ.


Сапăрлăх тĕллевĕ:

1. Л.Агаков - чăваш литературинче сумлă вырăн йышăннине кăтартасси.

2. Ачасен патриотизм туйăмне аталантарасси.

3.Тăван çĕршывшăн, халăхшăн тăма яланах хатĕр çын пулма хавхалантарасси.


Илемлĕх тĕллевĕ:

1. Вăрçă вăхăтĕнче çынсем телейшĕн кĕрешнине, вĕсем тăшмана тĕп тăвассине ĕненсе тăнине курма тата туйма хавхалантарасси.


Урок мелĕсемпе меслечĕсем: Учитель сăмахĕ,ачасем каласа пĕлтерни, вуласа тишкересси, шырав, ыйту-хурав, пĕтĕмлетÿллĕ калаçу.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем:

1. Словарь ĕçĕ.

2.Ыйту- хурав.

3. Куçару ĕçĕ.


Курăмлăх хатĕрĕсем: Çыравçă портречĕ, кĕнекисен выставки, компьютер, проектор.
Словарь ĕçĕ:

Урок юхăмĕ
Урок эпиграфĕ: «Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр….»
Урок тĕллевĕ:

1.Л. Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçĕн историне тĕпчесси.

2.Хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕренесси.

Нумаях пулмасть эпир сирĕнпе пирĕн ентешĕмĕрĕн, Етĕрне педтехникумĕн пĕрремĕш вĕренекенĕн (вăл та çакăнта вĕреннĕ, пĕлÿ пухнă)



Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» повеçне вуласа тухрăмăр. Паянхи урокра эпир çак повеçе автор хăçан тата мĕншĕн çырнине тĕпчĕпĕр.

Унччен Леонид Яковлевичăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманчĕсене аса илĕпĕр.

18.04.1910

1927


1938

1943


1944

Паллах, 17 çулхи Леонид çак эпир вĕренекен çуртран, вăл вăхăтра педтехникумран вĕренсе тухнăскер, хăйĕн пурнăçĕ хăйĕн пурнăçĕнче вăрçă нушине, тискерлĕхне тÿсесси пирки шутлама та пултарайман.


Вăрçă… Çав тери хăрушă сăмах. Вăрçă вăл яланах – çухату, куççуль, вилĕм. Вăрçă витĕр тухнă çынсем кăна унăн тискерлĕхĕ çинчен тĕплĕн пĕлеççĕ, кайран мĕн виличчен манаймаççĕ манаймаççĕ.

Тепĕр темиçе кунтанах «Совет патриочĕ» дивизии хаçатĕнче Л.Агаков çырнă «Убийцы» ятлă очерк пичетленсе тухать. Леонид Яковлевич курни - илтни çинчен манаймасăр «Персе вĕлернĕ ача» повесть сыпăкĕсене çырма пуçлать. Генрих Шварц сăнарĕ уçăмлансанах повеçе «Ылтăн вăчăра» тесе ят парать.

Ачасем, ăнлантарса парăр-ха тархасшăн:

1.Мĕншĕн автор очерка «Убийцы (Çын вĕлерекенсем)» тесе ят панă?

2. Мĕншĕн повеçе малтан «Персе вĕлернĕ ача» тесе ят панă, кайран «Ылтăн вăчăра» тесе улăштарнă?


Çак повесть сыпăкĕсене çырнă вăхăтра Хатынь ятлă белорус ялĕнче хăрушă трагеди пулса иртет…

«Хатынский набат» янăрать



Повеçри нимĕç фашисчĕсен тискерлĕхне кăтартакан фактсене аса илетпĕр:



  • 198 çынна персе пăрахнă

  • Яла çунтарса янă

  • Санькăн амăшне персе пăрахнă

  • Ватă карчăкăн кинне çакнă

  • Мăнукне йывăç çумне çапса вĕлереççĕ

Анчах а халăх пуçа усман. Çав тери йывăр пулсан та тăшмана хирĕç тăнă, çĕнтерÿ çитессе шаннă. Çакна çирĕплетекен фактсене повеçре тупăр.




  • Партизан отрячĕсем йĕркеленĕ

  • Фашистсене сиен кÿнĕ

  • Кĕперсене сирпĕтнĕ

  • Складсене çунтарнă


1944 çулта Совет çарĕ Украинăна, Белоруссие, Литвана, Латвие ирĕке кăларнă.

Çав вăхăтра Леонид Агаков аманса киле таврăнать, чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕнче ĕçлеме пуçлать.

1946 çулта «Ялав(Знамя)» журналăн пĕрремĕш номерĕсенчех «Ылтăн вăчăра» повесть пичетленме пуçлать. Журнал тиражĕ 2 хут ÿсет.




«Ылтăн вăчăра» повеçе Чăваш академии драма театрĕн сцени çинче те инсценировкăласа лартнă.

Леонид Агаков 50 произведение яхăн çырнă. Унăн кĕнекисен тиражĕ 500 пине çитнĕ.

Леонид Агаков – чăваш бестселлĕрĕсен авторĕ. Унăн хайлавĕсене миллионшар çын юратса вулать.

Унăн произведенийĕсем Тăван çĕршыва юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ.

Ачасем, калăр-ха тархасшăн:


1.Сире йывăр вăхăтра кам хÿтĕлет? (анне, атте..)

2.Мĕн вăл тăван çĕршыв? (эпир пурăнакан вырăн)

3.Тăван çĕршыва йывăрлăхра камăн хÿтĕлемелле? (кашни çыннăн)

4.Кама патриот теççĕ?

5.Эсир хăвăра патриот тесе шутлатăр-и?

6.Паянхи урокра çĕннине мĕн пĕлтĕр?

7.Паянхи урок мĕнле туйăмсем çуратрĕ?

8.Эсир вăрçă çинчен тата мĕнле произведенисем вуланă, фильмсем курнă?



9. «Ылтăн вăчăра» повесть вут-çулăмра çуралнă теме пулать-и?
Çак ыйтусем çине килте туллин çырса е ÿкерсе хуравлăр.




Каталог: DswMedia
DswMedia -> Контрольная работа по теме «Мир в начале нового времени»
DswMedia -> Игра «Безопасный Интернет» Добрый день, дорогие друзья! Я рада приветствовать вас на первой интерактивной игре «Безопасный Интернет»
DswMedia -> Календарь знаменательных и памятных дат
DswMedia -> -
DswMedia -> Методики творческих способностей и одарённости Тесты Гилфорда ги
DswMedia -> Тема урока : «А. А. Блок. Слово о поэте. Историческая тема в его творчестве» класс: 8 (ОО)
DswMedia -> Кульчакова Ангелина, 7 класс
DswMedia -> Цели урока. Общеобразовательные
DswMedia -> Столетов Александр Григорьевич


Достарыңызбен бөлісу:


©kzref.org 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет